Чӑваш Ен цифра трансформацийӗ йĕркелеме суйласа илнӗ отрасльсен шучӗ нумай пулнипе малта пыракан топ-3 регион йышне кӗнӗ

Чӑваш Ен цифра трансформацийӗ йĕркелеме  суйласа илнӗ отрасльсен шучӗ нумай пулнипе  малта пыракан топ-3 регион йышне кӗнӗ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Цифра трансформацийĕн cтратегине ҫирĕплетнĕ.  Унпа 2024-мĕш ҫулччен ĕҫлеме палӑртнӑ, кун йĕркинче – регион, федераци шайĕнчи  128 проекта пурнăҫа кĕртес ыйту.  Цифра технологийĕсене 17 отрасльте ĕҫлеттерсе яма пăхса хăварнă. 

Стратегине кӗртнӗ отрасльсен йышĕпе Чăваш Республики Раҫҫей Федерацийĕнче малта пыракан 3 топ-регион шутне кĕнĕ. 

«Эпир чăнласах та, мăнаҫланма пултаратпăр, Чăваш Республики Цифра трансформацийĕн стратегине туса хатĕрлес тĕслĕхре, ыттисемпе танлаштарсан, малти виҫҫĕмĕш вырăнта тăрать.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – Стратегине анлăн пурнăҫа кĕртесси.  Чи кирли – пурнӑҫра пулса иртекен процессене ырă енне улӑштарма витĕм кӳресси.  Бизнес тытăмĕпе патшалăх управленийĕнче те ҫак ҫĕнĕлĕхсем пулăшассине шансах тăратпăр.  Трансформаци бизнес ĕҫне ҫăмăллатать, кирлĕ пек йышăнусем тăвас ĕҫри вӑхӑта та вăраха тăсăлса кайма памасть. Хăвăртлăх тени кулленхи пурнăҫра малти вырăна тухса тăрĕ. Строительствăра, социаллă пулăшу сферинче те ырă улшăнусем пуласса шанатпӑр.  Бизнес-проектсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне кирек камшӑн та ыйтусене ҫийӗнчех татса пама майсем уҫăлĕҫ. Цифра экономикин технологийĕсем пурин валли те усăллă пуласси иккĕлентермест. Бизнес та, ытти ҫынсем те информатика йывăрлăхĕсене парăнтарма, тĕпчеме те хăнăхĕҫ, промышленноç революцийĕ (цифра экономики), пысăк даннăйсем, искусствӑлла ăс-хакăл тата ытти çинчен  калакан вĕренӗве ӑса хывма хăнăхĕҫ. Пурнăҫра тĕл пулакан мĕнпур ыйтăва та вăхăтра татса пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ», – тесе палăртать Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Цифра трансформацийĕн стратегине паян Чăваш Республикин  Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура анлăн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче РФ Цифра министерстви хатĕрлесе тăратнă ултă тытăмри цифра технологийĕсемсĕр пуҫне Чăваш Ен тата 11 хушма ҫул-йӗр йышăннине асăннă.  Ял хуҫалăхĕпе финанс тытăмĕ, суту-илӳпе предпринимательлĕх сфери, энергетика инфратытăмĕ, хăрушсăрлăхпа промышленноҫ, культура, туризм, спортпа строительство, экологи, ҫут ҫанталăк сферисенче те цифра технологийĕсене туса хурассипе тӗплӗн ĕҫленине каланă. Промышленноç предприятийĕсенче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси  уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Промышленноç тытăмне автоматизацилесси пирĕн çĕршывăн наци тĕллевĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар.

«Патшалăх управленийĕ» отрасль, ыттисенчен мала тухса, тĕслĕх вырăнне пулса тăнă, унти проектсен шучĕ чи нумаййи.  Тĕрлĕ ведомствăсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Иккĕмĕш вырăна сывлăх сыхлавĕ тухнă, ку енĕпе 19 пуҫаруллă ĕҫ пулнă. Виҫҫĕмĕш вырăна – вĕренӳпе наука, тăваттăмĕшне вара  ял хуҫалăхĕ парăнтарнă», тесе хыпарланă Кристина Майнина. Цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни ĕç тухăçлăхне пысăклатма май парать – ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла.  

Чăваш Енре http://цифра21.рф сайт ĕҫлесе кайнă.  Унта Цифра транформацийĕн стратегине кĕртсе хăварнă проектсем пирки пӗлтерекен хыпарсене туллин вырнаҫтарнă. Вĕсене пурнăҫа кĕртес ĕҫе кашнин хутшăнма ирĕк пур.  Стратегири проектсене пурнăҫа кĕртес тӗллевпе ведомствăсен хушшинчи ятарлă ĕҫ ушкăнĕсем йĕркелессине палăртнă Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕн министрĕ. 

Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, цифра технологийĕсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ, ҫак улшăнусене йышăнмашкăн пурин те хатĕр пулмалла. Цифра технологийĕсем патшалăх сӗнекен пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пулăшу кӳреççĕ тенĕ ведомство ертӳҫи.

2020 ҫул вĕҫĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫĕршыври мĕнпур региона цифра трансформацийĕн стратегине хатĕрлеме хушнă.  Экономикăра, социаллă сферăра, патшалăх управленийĕпе бизнесра уйрăмах ĕҫе хастарлӑн пуҫăнма каланă.   Стратегине пурнăҫа кĕртес енӗпе хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрленӗ  программăсемпе ытларах ĕҫлеме шутланине  палӑртса хӑварнӑ паянхи канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.      

 



23 августа 2021
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter