Чӑваш Ен пӗрремӗш регион «Ӑс-хакӑл сывлӑхӗ» обществăлла проекта пурнăҫа кĕртессипе комплекслӑ пулӑшу памалли тытӑма йĕркелекенни

Чӑваш Ен пӗрремӗш регион «Ӑс-хакӑл сывлӑхӗ» обществăлла проекта пурнăҫа кĕртессипе комплекслӑ пулӑшу памалли тытӑма йĕркелекенни

Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуҫипе  Владимир Колчинпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче пĕлтернĕ. 

Округри ăс-тăн енчен хавшакрах ачасем валли пуҫарнӑ «Ӑс-хакӑл сывлӑхӗ» обществăлла проекта тĕпе хурса Чăваш Енре ачасене комплекслă пулăшу парас тӗллевпе ятарлă тытăм йĕркелеме йышӑннă.

Владимир Колчин хăйĕн сăмахĕнче регионта ачасен чир-чĕрне малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе ăнăҫлă ĕҫленине палăртнă. «Чи кирли – палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырасси, тĕрĕс ҫул-йĕрсем пăхса хăварасси.  Ача садĕнчен пуҫласа шкул ҫулне ҫитичченхи тапхӑрта, малашнехи пурнӑҫра та вĕсене хăйсене тупма вĕрентесси.  Енчен те проект йĕркеллĕ ĕҫлесе кайсан, ӳлĕмрен ачасене ҫавăн пек йĕркепе  аталантарса пыма тăрăшăпăр», – тенӗ  сумлă хăна.

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш Енре  ăс-хакăл енчен хавшакрах ачасене техникумсене кӗричченех ӑнӑҫлӑ пулӑшса пымалли тӗслӗхсем пур тесе хыпарланă.

"Кӑҫал ҫавнашкал ача, вӑл флейтӑпа туслӑ, сӑмахран, музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Хальлӗхе унашкалли  уйрӑм  пĕрер тĕслĕх кăна-ха. Ку ӗҫ кулленхи пурнăҫа туллин кĕреймен-ха, ӑна сăнасах тăма тивет. Анчах та кун пек  паха тĕслĕхсем пур пӗрех хавхалантараҫҫĕ", – палӑртнă Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи проекта пурнӑҫлас тесен пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллине палăртать. Кун пек тусан мероприятисене  комплекслӑ майпа  йĕркелессине тивӗҫтерме май парассине шанать вăл.

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн помощникĕ округри проектăн хăш-пĕр ҫул-йĕрĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

Сӑмахран, ҫывӑх вӑхӑтра темиҫе пысӑк ятарлă вӗренӳ центрӗ республикăри специалистсемпе, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен  хавшакрах ачасемпе ӗҫлекенсемпе, вӗрентӳ программине пурнăҫлама хатӗрленеҫҫĕ.

Республика Ертӳҫи "Ӑс-хакӑл сывлӑхӗ" проекта тĕпе хурса тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн, тӗрлӗ ҫулти  ачасене пулӑшмалли чи лайӑх методикӑсене ӗҫе кӗртме май панӑшӑн тав тунă. "Пирӗн   паха ĕҫ практикине пурнӑҫа кӗртмелле. Ӑнӑҫлӑ вӑй илсе кайсан, малалла вара ҫакӑ пӗтӗм тӗнчипех сарӑлма та пултарĕ", –  тесе хушса каланă вăл.

 



23 августа 2021
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter