«Чӑваш Енре 2021 ҫулта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫичӗ библиотека хута кайĕ», – тенĕ Олег Николаев

«Чӑваш Енре 2021 ҫулта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫичӗ библиотека хута кайĕ», –  тенĕ Олег Николаев

Маларах региона федераци енчен  15 млн уйăрма пăхса хăварнă пулсан, халĕ хушма тĕревĕн калăпăшĕ 40 млн тенкĕпе танлашассине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 2021 ҫулта 7 вулавăша   тĕпрен юсаса ҫĕнетме  плана кĕртнĕ. 

«Кăҫал пирĕн икĕ вулавăша модернизацилемелле пулнă.  Халĕ  вара 7 библиотекăна ҫĕнетсе улăштарма пултаратпăр», – тенĕ Олег Николаев.  «Федераци стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн пăхса хăварнă мероприятисемсĕр пуҫне, регион укҫи-тенкипе программăна хушма ĕҫсем те кĕртсе хăварнă.  Вулавăшсене тĕрлĕ ӳсĕмрисем ҫӳреме пултараҫҫĕ, условисем лайăх.  Чи кирли – кашниех вулавăшри условисемпе усă курма пултарайни.  Интернетпа усă курни те аван, кĕнекесен ҫĕнĕ базипе те усă курма пĕлни пĕлтерĕшлĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.   

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин резерв фончĕ хушма 40 млн тенкĕ уйăрса парĕ, вĕсемпе пилĕк вулавăша ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерстви хушма конкурс ĕҫне пĕтĕмлетнĕ, РФ 60 регионĕн 154 учрежденийĕ валли кирлĕ пек йышăнусем тунă, вăл шутран Чăваш Республикинчи 5 библиотека тĕпрен ҫĕнелĕ, ăна валли укҫа-тенкĕ уйăрма килĕшнĕ. 

Пĕтĕмĕшле 5 вулавăша ҫĕнетме уйăрнă укҫан калăпăшĕ 40 млн танлашать.  Тĕп вулавăшсенчен 3-шĕ 10 млн тивĕҫеҫҫĕ, ача-пăча тата ял  библиотеки 5 млн тенкĕ илĕ.  

Калăпăр, Элĕкри тĕп вулавăшра Медиацентр хута ярасшăн, унта чăваш чĕлхине вĕрентме ятарлă студи уҫасшăн. 

Вăрнарти тĕп вулавăша модернизацилеме плана кĕртнĕ, унта ытларах ҫамрăк яш-кĕрĕм валли условисем хатĕрленесси паллă. 

Канаш районĕнчи тĕп вулавăша тĕпрен юсаса ҫĕнетме план тунă.  Кунта  Ҫеҫпĕл Мишшине халалласа литература ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма май паракан хатĕрсене йĕркелесе тăратасшăн.  Поэт ятне ҫӳле ҫĕклеме май паракан уйрăмсене те пăхса хăварнă.

Сĕнтĕрвăрринче ача-пăча вулавăшне модернизациленĕ май, кунта ытларах сусăр ачасем усракан ҫемьесене явăҫтарма, вĕсен тĕнче курăмне пуянлатма май паракан хатĕрсене йĕркелеме плана кĕртнĕ. Инвалид ачасене тимлĕх уйăрасси тĕп приоритетсенчен пĕри, апла пулсан, вĕсем валли те унта хăтлă условисем йĕркеленессине шанатпăр. 

Шупашкар районĕнчи Ҫĕньял тăрăхĕнчи вулавăша пултарулăхпа ҫыхăнтарасшăн. Кунта вара куҫ курманнисем, начар илтекенсем валли хăтлă условисем йĕркеленĕҫ,  «КиноТерапия 0+» киносалон хута кайĕ.

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси салинче тата Йĕпреҫ районĕн Тĕп вулавăшĕнче юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ҫитернĕ.  Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсем туяннă, пурлăх никӗсне чаплă кĕнекесемпе пуянлатнă.  

Палăртмалла, кун евĕр вулавăшсем регионта сахал мар.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2020 ҫулта Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Ҫĕмĕрле районĕсенче вулавăшсене ҫĕнетсе тирпей-илем кĕртнĕ, пурлăх никӗсне пуянлатнă. 

Вулавăшсене ҫӗнетсе улӑштарни паянхи пурнăҫшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Пĕлтĕр, Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта В. Чаплина ячĕллĕ вулавăша модернизациленĕ.  Ку вулавăшра условисем хăтлă.  Специалистсем аслă ҫултисене компьютер пĕлĕвне ăша хывма вĕрентеҫҫĕ.  Ҫурта тирпей-илем кĕртнипе пӗрлех пурлăх никӗсне пуянлатнă, ҫавна май вулавăша ҫӳрекенсен йышĕ икĕ хут та ӳснине ҫирĕплетеҫҫĕ библиотекăра вăй хуракансем.  



23 августа 2021
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter