Халăх пĕрлĕхĕ пушарта та пысăк вăй!

Çанталăк август уйăхĕнче те вăрах вăхăт шăрăх тăнăран вут-кăварпа çыхăннă тĕслĕхсем çĕршывра пулсах тăраççĕ. Акă, августăн 18-мĕшĕнче Мари Республикинчи Караç кỹлли çывăхĕнче каçхине хыпса илнĕ пушара паянхи кун та лăплантараймаççĕ. Гектарĕ-гектарĕпе вуншар çул ỹснĕ йывăçсем кĕле çаврăнаççĕ, пысăк пурлăх пĕтет, сывлăш вараланать... Инкеке парăнтарма çар авиацийĕн техникипе пĕрлех Раççей хỹтĕлев министерствин вертолечĕсем те хутшăнаççĕ. МЧС системинчи çĕршер пушарник, хăйсен ирĕкĕпе çак ĕçе хутшăнакан уйрăм хастарсем тата ыттисем те пысăк вăй пулса вăрманти пушарпа кĕрешеççĕ пулин те, хальлĕхе пысăк инкеке парăнтараймаççĕ-ха. Турă вăй-хăват патăрах вутпа куçа-куçăн кунĕпе те çĕрĕпе кĕрешекенсене. Августăн 22-мĕшĕнче, каçхине 18 сехет çитеспе пирĕн районти Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Еншик çумĕнче сасартăк вут хыпса илнĕ. Тĕтĕм чăн малтанах ял çумĕнчи типĕ курăкран тухма пуçланă, вăл çилпе амаланса тỹрех хыпса илнĕ. Пушар хăватланса пырса унчченхи колхоз хуралтисем пулнă склада, кивĕ пилорамăна ярса илнĕ. Вут "чĕлхи" унталла та кунталла вăрăмлансах пынă, таврана тĕтĕм-сĕрĕм карса илнĕ. Пушар яла инкек кăтартас хăрушлăх та пысăк пулнă. Анчах та районти, ял тăрăхĕсенчи пушар хуралĕн сотрудникĕсем оперативлă ĕçленĕрен, ял халăхĕ инкеке парăнтарас тесе кар тăнăран уйрăм çуртсене вут-çулăмпа сиенленме паман. Пĕрлехи вăйпа инкеке парăнтарнă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Инкек куçа курăнса килмест. Вут-кăварпа çыхăнни те çавах. Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттаратпăр: хальхи вăхăтра вăрмана кĕме, кăвайт чĕртме, типĕ курăка çунтарма юрамасть. Енчен те инкек тухнине асăрхасан тỹрех "112" номерпе шăнкăравлăр!

А. ТУКМАКОВ, районти пушар надзорĕн начальникĕ

Авангард



24 августа 2021
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter