Чăваш Енре 5–11-мĕш классенче вĕренекен сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене шкулсенче тӳлевсĕр республика хыснин шучĕпе апат ҫитереҫҫĕ

Чăваш Енре 5–11-мĕш классенче вĕренекен сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене шкулсенче тӳлевсĕр республика хыснин шучĕпе апат ҫитереҫҫĕ

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Республика бюджетĕнчен муниципаллă пĕрлешӳсене субсиди мелĕпе куҫарса памалли  укҫа-тенкĕ йĕркине ҫирĕплетнĕ.  Нумай ачаллă сахал тупăшлă ҫемьесенче ҫитĕнекенсем, енчен те шăпăрлансем 5–11-мĕш классенче вĕренеҫҫĕ пулсан,  шкулта тӳлевсĕр апатланма пултараҫҫĕ.

Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Документ Чăваш Енри нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев пама витĕм кӳрет.  Палăртма кăмăллă, Указа Ҫемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче 2021 ҫулта утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче  алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.   

Маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн йышăнăвĕ пирки пĕлтернĕччĕ.   Сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен  ачасене патшалăх енчен тĕрев пама килĕшнĕ, вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасем тӳлевсĕр апатланма пултарайраҫҫĕ, шкул ачисем пĕр стандартпа тата пĕр менюпе апат ҫиеҫҫĕ.  «Ыйту ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн тĕллев – ачасене тата ҫемьесене тĕрев парасси», – тесе каланă вăл хăйĕн сăмахĕнче.   «Ку тĕлĕшпе бюджетра ҫителĕклĕ укҫа пăхса хăварма килĕшнĕ, чăрмавсем пачах та пулмĕҫ. Ачасем тӳлевсĕр шкулсенче апатланассине ĕненетпĕр», – тесе хушса хунă вăл сăмаха.    

Ку таранччен ачасене район тата хула бюджечĕсен шучĕпе апатлантарнă пулнă.  Апла пулсан, кашни  муниципалитет укҫа-тенкĕ тăкаклама килĕшнĕ.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна регионта сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесенче пĕтĕмпе 11 472 шăпăрлан ҫитĕннине пĕлтернĕ, кăтартăва 2021ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленине калаенă.   

Субсидине  муниципалитетсене  хушма тӳлев виҫипе  тивĕҫтерме йышăннă, республика хыснинче пĕтĕмпе 74,6 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Ачасене тӳлевсĕр апатлантарма  ашшĕ-амăшĕсен заявлени ҫырма тивет.  Кунсăр пуҫне вӗсен тупăш сахал пулнине ҫирĕплетекен ĕҫ хутне вĕренӳ учрежденийĕсене тăратмалла.  Ҫак документсемпе тивĕҫтерсен ачасем шкулсенче тӳлевсĕр апатланма пултараҫҫӗ. 

Ҫитес ҫул та хушма укҫана субсиди мелĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджечĕсене куҫарса пама килĕшнĕ.  Палăртса хăваратпăр, укҫа-тенкĕн пысăк пайĕ республика бюджетĕнчен тăкакланĕ. 



25 августа 2021
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter