Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев МФЦ сетьне аталантарас енӗпе стратегилле сессие хутшӑнакансен пуҫарăвĕсене ырланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев МФЦ сетьне аталантарас енӗпе стратегилле сессие хутшӑнакансен пуҫарăвĕсене ырланă

Чăваш Ен Экономика министерстви ҫумĕнчи «МФЦ» АУ  уйрăм подразделенийĕсен ертӳҫисемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  уҫă тĕлпулу ирттернĕ, централизациленĕ управлени  моделĕ ҫине куҫас тĕллевпе малашнехи аталану  ҫул-йĕрĕсем пирки ыйтусене  сӳтсе явнă.  

МФЦ уйрăм офисĕсем патне ҫити ĕҫ хучĕсене вăхăтра илсе ҫитерме май паракан транспортпа тивĕҫтерес сĕнĕве Олег Николаев ырланă.  МФЦ ĕҫченĕсене пĕр пекрех должноҫсем пама, малта пыракан ĕҫченсене витĕм кӳме тăрăшмаллине, шалу укҫин пĕр пайне ĕҫ тухăҫлăхĕпе пахалăхне шута илсе  пулăшу пама май тупсан аван тесе каланă. «Специалистсен нумай чухне сахал мар  тăрăшма тивет, апла пулсан ĕҫне кура тӳлесен питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ.     Ҫак икĕ сĕнĕве эпĕ ырлатăп, Чăваш Республикин Финанс министерствине ыйту тăратăп», – тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  

Патшалăх пулăшăвне илес текенсен шучĕ сахал мар, МФЦ юлашки вунă ҫул хушшинче уйрăмах халăх йышлă ҫӳрени куҫ кĕретех, кăтарту 10 хут та ӳснине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.  Енчен те 2010 ҫулта патшалăх пулăшăвĕсемпе 140,5 пин ҫын усă курнă пулсассăн, 2020 ҫулта кăтарту 1,4 млн танлашнă.  Хальхи вăхăтра МФЦсем системăллă ĕҫлеса пырассипе хастар тăрăшнине асăннă Олег Николаев. Пĕлтĕрхи ҫул  МФЦ офисĕсенче ĕҫе централизацилеме май килнĕ.   Апла пулсан, халăха тивĕҫтерекен пулăшусен пахалăх шайне те кулленех ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Ҫын ăҫта, хăш хулапа районта пурăннине пăхмалла мар, кирек-епле МФЦна ҫитсен те вĕсен хăйсене кирлĕ пек пулăшу пайĕпе усă курма ирĕк пулмалла», –  тенĕ вăл.

«Стандарта тĕпе хурса ĕҫлесен, пулăшăва илес ĕҫĕн тапхăрне самай чакарма май пур.  Тепĕр тесен, патшалăх пулăшăвне илекенсене дистанци мелĕпе усă курма та условисем йĕркелесе парсан аван.  Кун пек ĕҫе пурнăҫлани – халăха пĕр вырăнтан тепĕр вырăна ҫитмелли ҫулсене кĕскетет, вăхăта перекетлеме май парать», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Пуҫлăхĕ.   

Паян республика ертӳҫине «ТелеМФЦ» проектпа та паллаштарнă.   Палăртатпăр, «ПРОФ-IT.2021» IT-проектсен Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртăвĕнче финала тухнă.  Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче «Магнăн бизнес» центр специалисчĕсем Хĕрлĕ чутай районĕнчи предпринимателе патшалăх пулăшăвне тивĕҫессипе ҫыхăннă ыйтупа  тӳрĕ линире консультаци парса пулăшнă.  



26 августа 2021
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter