«Эпир республикăри потребительсен кооперацийĕсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николав
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей потребкооперацине 190 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăвашпотребсоюз, районти потребитель обществинче вăй хуракансене, ветерансене сумлă уявпа саламланă.
Торжествăлла мероприятине Михаил Ҫеҫпĕл ячĕллĕ Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕнче ирттернĕ.
Ҫĕршывăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне асăннă тытăм пысăк тӳпе хывнине каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче аталанса пыракан кооперативсен юхăмĕнче вĕсем тивĕҫлĕ вырăн йышăннине, кăтартусене ҫӳллĕ шайра тытса пынине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртнине те асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.
«Чăвашпотребкооператорĕсемпе эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр. Эсир хăвăрăн професси пĕлĕвĕн шайне упратăр кăна мар, ăна кулленех ӳстерсе те пыратăр. Хастар вăй илсе аталанатăр. Тĕрлĕ конкурссенче мала тухса, республика чысне ҫӳле ҫĕклетĕр. Раҫҫей шайĕнче те сире пысăка хурса хаклаҫҫĕ. Шăпах та, ҫитĕнӳсемпе палăрни – пурсăмăра та малалла ăнтăлма хавхалантараҫҫĕ», – тесе каланă Олег Николаев.
Суту-илӳ предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлне автоматизацилени те туянакансен ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлама май парать. Чăвашпотресбсоюз çулсерен ял хуçалăх продукцине хатĕрлет, аграрисемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви ҫулсерен потребкооперацине аталантарса пымалли мерăсене анлăлатсах пырать. Ку инфратытăма лайăхлатма май парать, халăха тĕрлĕ таварсемпе тивĕҫтерме условисем йĕркелеме витĕм кӳрет.
«Апла пулсан, ӳлĕмрен тата та тухăҫлăрах ĕҫлесе пырассишĕн тăрăшмалла», – тенĕ Олег Николаев. «Чăваш Республикин Правительстви Чăвашпотресбсоюзпа ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма тата та анлăрах ҫул-йĕрсем шырама хатĕр. Ял территорисене аталантарма пĕлни паха, ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пырĕ. Пирĕн тĕллев – ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырасси. Халăх кирек-ăҫта пурăнсан та пур-пĕрех, вĕсен пахалăхлă пулăшусемпе усă курмалла. Ялсене аталантарма тата та лайăхрах условисем йĕркелесе тăратассишĕн тăрăшăпăр. Чăвашпотребсоюз та витĕм кӳме пултарассине те ĕненетпĕр», – тенĕ вăл.
Республикăри потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсене малашнехи ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал, ăнăҫусем, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме хавхалану, тăрăшулăх суннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Чăвашпотребсоюза лайăх ĕçшĕн тата пысăк социаллă яваплăхшăн тав тунă Ертӳҫĕ.
Чăваш Енри потребительсен обществин канашĕн Председателĕ, РФ Центрсоюзĕн канашĕн пайташĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов республика Правительствине тав сăмахĕсем каланă, пĕрлехи ĕҫре килĕшсе пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пынăшăн мухтанă. «Пĕрлехи вăйпа пурнăҫласа пыракан ĕҫсемшĕн мăнаҫланатпăр. Раҫҫей кооператорĕсем хушшинче малти вырăн йышăнни те ҫакнах ҫирĕплетет», – тенĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов.
Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ĕҫченĕсене ҫакăн пекех РФ Центрсоюз канашĕн Председателĕ Дмитрий Зубов ячĕпе РФ Центрсоюз Правленийĕн председателĕ Мария Бекетова ăшшăн саламланă: «Шанатпăр, малашне те потребкоопераци аталанассине, кунта йышпа ĕҫлени анчах мар, пĕр ҫемьери пек туслăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хураҫҫĕ специалистсем. Ҫитĕнекен ăру валли те пысăк профессионалсем хатĕрлеҫҫĕ кунта тăрăшакансем», – тесе каланă сумлă хăна.
Паян паллă кун халалласа пуҫтарăннисене ытти хăнасем те саламланă. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов, Игорь Моляков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков саламланă, Чăвашпотребсоюз республика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртса ĕçченсене тав тунă.
Уявра ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Отрасльсене тухăҫлă аталантарса пыраканнисем шутĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртура Чăвашпотребсоюз малти вырăна тухнă. Нумай ҫул хушши Чăвашпотребсоюз, районти потребитель обществисем Раççейри потребитель кооперацийĕсен хушшинче малтисен йышĕнче.