Хушма 100 пин ҫамрӑкăн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илме май пулĕ

Хушма 100 пин ҫамрӑкăн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илме май пулĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ҫамрӑксен тата студентсен пултарулӑх ӑнтӑлӑвӗшӗн ятарлӑ стипендисем ҫинчен калакан Положение улшӑнусем кӗртнӗ.

«Ҫамрӑксен тата студентсен уйрӑм пултарулӑх ӑнтӑлӑвӗшӗн ятарлӑ стипендисем ҫинчен» калакан  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн  2008 ҫулхи нарăс уйăхĕн 14-мӗшӗнчи 22-мĕш №-лĕ йышăнăвне  «Патшалӑх ҫамрӑксен политики ҫинчен» калакан  Чăваш Республикин 2021 ҫулхи ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 38-мĕш №-лĕ Саккунĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ.

 Ӳлĕмрен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине пултарулӑх туртӑмӗшӗн ятарлӑ стипендине илме халĕ 35 ҫула ҫитмен ҫамрӑк ҫынсем те кӗме пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн,  99967 ҫын – 31 ҫултан пуҫласа 35 ҫулсенчи граждансем хăйсен пултарулăхĕ пирки ĕҫ хучĕсене тăратма ирĕк пур. Унччен маларах 30  ҫула ҫитиччен кăна пулнă ҫак йĕрке.

Кашни ҫулах 1000  ҫын стипенди илет, уйăхне 1830 тенкӗ тивĕҫет.



26 августа 2021
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter