Муниципалитетсене валли кирлĕ туянусем юпа уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа централизациленӗ майпа пулĕҫ

Муниципалитетсене валли  кирлĕ туянусем юпа уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа централизациленӗ майпа пулĕҫ

Кăҫал ҫу уйăхĕнче «Региональный центр закупок Чувашской Республики» КУ ĕҫне пуҫарса янă. Вăл малашне Чăваш Республикипе муниципалитетсене валли туянма кирлĕ пулăшу ĕҫĕсене централизациленĕ майпа тивĕҫтерме тытăнĕ.  Кун пирки калакан ятарлă ĕҫ хутне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухса йышăнса хăварнă.  

«Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ кăҫал юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пурнăҫа кĕме тытăнĕ.  Хальхи вăхăтра Чăваш Республикипе муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле  килĕшӳ хучĕсене ҫирĕплетес ĕҫе пуҫлăпăр.  Ку процесса авăн уйăхĕнче тĕпрен вĕҫлеме тĕллев лартатпăр.  Ҫулталăк пĕтичченех план-графиксем йышăнса хăварăпăр.  Ҫитес кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа вара пурин те, туяну ĕҫне централизациленĕ майпа йĕркелесе яма тытăнмалла», – тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова.   

Чăваш Республикин туянусен региональнăй центрĕ  патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене валли поставщиксене те палăртĕ.  

Патшалăх туянăвĕсенче тухăҫлăх тени малти вырăна тухса тăмалла. Регион Правительстви умне ку тĕллеве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев лартать.  «Ҫакнашкал ĕҫе пуҫарса яни пире ҫĕнĕ шая кăларса тăратма витĕм кӳрĕ, бюджет тухăҫлăхне те ӳстерме май парĕ», – тенĕ вăл.  

Чăваш Республики валли 2020-2022-мĕш ҫулсенче патшалăх туянăвĕсене валли  48 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă, муниципалитетсене валли – 45 млрд  пăхса хăварнă.  

Муниципалитет туянăвĕсен 2020 ҫулхи бюджет тухăҫлăхĕ 6 процентпа танлашнă, вăл вăхăтрах  патшалăх туянăвĕсемпе бюджет тухăҫлăхĕ 9,1 процент пулнă. «Централизациленĕ майпа туяну ĕҫĕ муниципалитетсенчи тухăҫлăха 9 процента ҫитерме май парĕ.  Апла пулсан, ҫулсерен укҫа-тенкĕ 3 млрд тенкĕ перекетленесси те куҫ кĕретех пулĕ», – тесе  палăртнă Олег Николаев.     

Шкулсемпе ача сачĕсене валли  кирлĕ туянусемпе час-часах йĕркесĕрлĕх пирки те ҫăхавсем пулкалаҫҫĕ. Муниципалитет туянăвĕсемпе ĕҫлекен специалистсен пĕлӳ шайĕ ҫителĕксĕр пулни сисĕнкелет.   Ӳлĕмрен тен ҫăхав ҫыракансен шучĕ чакĕ, централизациленĕ майпа ĕҫлесен.  

Надежда Колебанова вара патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçламалли аукционсене хутшăнакансене асăрханма чĕнсе каланă. Юлашки вăхăтра вĕсем патне саккасçăсен, Тариф службин ячĕпе шăнкăравлаççĕ иккен. Ултавçăсем аукциона хутшăнмашкăн саккас хакĕн  хăш-пĕр процентне куçарма ыйтаççĕ. Служба ертӳçи тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă, унсăрăн укçа çухатасси те часах тенĕ вăл. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче эмелсен хакĕсем пирки те ыйтăва пăхса тухнă. Патшалăх тĕрĕслевĕн регионти Положение ҫирĕплетсе хăварнă.  Калаҫу тĕпрен илсен, ҫынна пурăнма кирлĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсем пирки пырать.      Патшалăх енчен тĕрĕслеве Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф служби йĕркелесе пырĕ.   

«Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн тĕрĕслев мероприятийĕсен тапхăрĕ улшăнать.  Енчен те малтанхи вăхăтра, риск пур предприятисемпе организацисене тăватă ҫул хушшинче пĕре тухса тĕрĕслеме май пулнă пулсан, халĕ малашне ку ĕҫе пиллĕк ҫул хушшинче пĕрре тĕрĕслеме ирĕк панă. Енчен те риск питех те ҫук пулсан, йĕркепе килĕшӳллĕн, ултă ҫул хушшинче пĕрре кăна тухса тĕрĕслеме ирĕк пур», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Надежда Колебанова. Тӗрӗслев мероприятийӗсене ирттермелли сроксене регионти патшалӑх тӗрӗслевӗ (надзорӗ) тата йӗркелесе тӑракан хаксен (тарифсен) сферисенче, ҫавӑн пекех регионти патшалӑх тӗрӗслевӗ (надзорӗ) ҫинчен калакан Положенире транспорт хатӗрӗсене тата диагностика картти дубликатне хут ҫинче панӑшӑн тӳлекен тӳлевсен виҫисене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухнӑшӑн паракан тӳлев виҫисене пӑхӑнни ҫинчен калакан положенире палӑртнӑ.



26 августа 2021
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter