Чӑваш Ен ҫӗршыври регионсен хушшинче чи малтан "Наци приоритечӗсем" АНОпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки ĕҫ хутне алӑ пусса ҫирĕплетнĕ

Чӑваш Ен ҫӗршыври регионсен хушшинче чи малтан "Наци приоритечӗсем" АНОпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки ĕҫ хутне алӑ пусса ҫирĕплетнĕ

 Документа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Наци приоритечĕсем» АНО генеральнăй директорĕ София Малявина алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Икĕ ен наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе йышăнакан пĕрлехи мероприятисемпе ĕҫлессине палăртаҫҫĕ.  Тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри – пĕрне-пĕри консультацисем парса пулăшасси, проектсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне тĕрлĕ экспертсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса мероприятисене йĕркелесе тăратасси.   

«Регионта хыпарсем халăх патне туххăмрах тата кирлĕ пек шайра ҫитчĕр тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ специалистсем», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Шанатпăр, малашне те «Наци приоритечĕсем» организаципе килĕшсе ĕҫлени ҫĕнĕ вăй-хăват парассине», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ĕҫ йĕркисене пăхса хăварнă тапхăрта халăха явăҫтарма тăрăшнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ сумлă хăнана. Наци проекчĕсемпе йĕркеленекен плана ҫынсем пуҫаруллă проектсене хастар тăратма тăрăшнине каланă вăл.  Нумай чухне, халăхăн сĕнĕвне шута илнине хыпарланă Пуҫлăх. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени яланах инфратытăма паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе тăма май парассине асăннă вăл сăмаха май.

«Чи кирли – халăхăн наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пулса пыракан ĕҫсем пирки пĕлни.  Пурнăҫ ырă енне улшăнса пынине туймалла вĕсен, тепре чухне  хаклани те пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Тĕп тĕллевсенчен пĕри – хитрелетсе каласа парасси мар, объектсене вăхăтра кирлĕ пек шайра пурнăҫа кĕртсе пырасси», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Наци приоритечĕсем» АНО генеральнăй директорĕ София Малявина кун пек йĕркене федераци шайĕнче те ырланине хыпарланă. «Ҫынсен наци проекчĕсемпе пурнăҫа кĕрсе пыракан объектсене пĕлни паха. Нумай чухне ҫак ĕҫсене вĕсем хăйсем те хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ.  Регион ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслевре тытать, мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пырассишĕн ырми-канми вăй хурать», – тенĕ хăна.

«Национальныепроекты.рф интернет-порталра ҫулталăк каялла навигатор хута кайнă. Унта шăпах та, Раҫҫейре пурăнакан кашни ҫын хăйне кирлĕ пек хыпарсене тупма, наци проекчĕсемпе пурнăҫланса пыракан ĕҫсене хаклама пултарать», – тесе каланă вăл.  

«Вырăнти ресурса та тишкерме пултарайратпăр.  Регион шайĕнче навигатор ĕҫне те пуҫарма майсем пур. Кун пек чухне республикăра пурăнакансем хăйсен регионĕнче пулса иртекен ĕҫсене тата та лайăхрах вуласа пĕлме пултарайраҫҫĕ», – тенĕ София Малявина.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурнăҫланакан ĕҫсем пирки мĕнпур тытăмра тăрăшакансем: МИХсенче вăй хуракансемпе пĕр танах ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсем тарăн тишкерӳсем туса наци проекчĕсемпе ҫыхăннă хыпарсене илсе ҫитернине асăннă.  Ку тĕлĕшпе республикăра ĕҫе анлăн йĕркеленине, чăрмавсем пачах та ҫуккине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха ҫавăрнă май.

 Чăваш Енре «Реализация национальных проектов в Чувашской Республике» (np.cap.ru) портал ĕҫе кĕртнĕ. Шăпах та, унта халăх хыпарсемпе паллашма пултарайрать.

«Тухăҫлă регион» проект шайĕнче порталсенче хыпарсене вырнаҫтарассипе ҫыхăннă ĕҫсен тухăҫлăхне ӳстерме кирлĕ пек майсем йĕркеленĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче наци проекчĕсемпе ĕҫлесе пырассипе Раҫҫей Федерацийĕнче чи ăнăҫлă ĕҫлекен ТОП-20 субъект хушшинче пулнине пĕлтернĕ. «Наци приоритечĕсем» АНО регионсен активлăхне хаклас тĕлĕшпе уйăхсерен рейтинг хатĕрлет. «Республика пĕлтĕртенпех вуншар позици ҫӳле хăпарса пырать, ҫĕртме, утă уйăхĕсенче хисеплĕ 20-мĕш вырăнта тăрать. Кăтарту лайăх, ыттисемпе танлаштарсан пирĕн республикăн», – тенĕ вăл.   

Палăртнă кун «Наци приоритечĕсем» АНО представителĕсем наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене уҫăмлатас тĕлĕшпе ĕҫлĕ семинар ирттернĕ. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсем пирки тĕплĕн паллаштарнă канашлăва пухăннă ĕҫченсем.

 



27 августа 2021
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter