«Чи малтанах шкулсенче COVID-19 чирĕпе кĕрешес енĕпе хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмалла», – тенĕ Олег Николаев

«Чи малтанах шкулсенче  COVID-19 чирĕпе кĕрешес енĕпе хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмалла», – тенĕ Олег Николаев

 Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланас умĕн ирттернĕ Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче каланă кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Лару-тăру мобилизациленме хистет», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ ларăва уҫнă май.  «Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланать.  Вирус алхасас хăрушлăх та пулма пултарĕ.  Прививка тунисен хисепĕ 60 процентран сахалтарах.  Иммунитет пулмасан, чирлесси часах пулма пултарать.  Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнни, профилактика ĕҫĕсене йĕркелени те ҫителĕксĕр  тен.  Тĕрĕслев ĕҫне ҫивĕчлетмелле, тимлĕхе ҫухатма никамăн та ирĕк ҫук. Шкулсенче асăрхануллă пулма тăрăшмалла», – тенĕ вăл.    

Вĕренӳ тытăмне пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Вакцинациленес ыйту та кун йĕркинчех тăмалла.  «Кунта ĕнтĕ шăпах та, хӳтĕлев ăнлав  малти вырăна тухать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче регионта вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансенчен 22 149-шĕ кăшăл вирусран асăрханса вакцинациленнĕ, мĕнпур палăртнă кăтартуран ҫак 62,9 процент пулать тенĕ сăмаха малалла тăснă май.   «Пур ҫавăн пек районсем, ăҫта вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансенчен 60 % прививка тунă.  Калăпăр, Шупашкарта 75 процента ҫити вĕрентекенсем вакцинациленнĕ тесе ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕсем.  Ҫав вăхăтрах хавшакрах хуласемпе районсем те пур-ха.  Калăпăр, Улатăр хулинче пурĕ те мĕнпур вĕрентекенсенчен 28 проценчĕ кăна вакцинациленнĕ. Ку питĕ начар кăтарту», – тесе тепĕр хут асăнса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче Алла Салаева. Ҫитес кунсенче лару-тăрăва уҫăмлатмаллине, усал чиртен асăрханма май паракан профилактика мерисене пăхăнмаллине, вакцина тума тăрăшмаллине чĕнсе каланă.  Чире пĕрре ҫаклансан, вĕҫертме хĕн, кун пирки никамăн та манмалла мар.       

Пĕтĕмĕшле республикăра пурăнакансенчен  290 667-шĕ прививка тунă,  планпа пăхса хăварнинчен 49,4 процент пулать.

Халăх Красноармейски районĕнче хастар вакцинациленет, кăтарту 63,3 процентпа танлашать,  Патăрьелĕнче – 57,7 процент, Хĕрлĕ чутайĕнче – 54,9 процент, Шупашкар районĕнче – 53,8 процент, Канаш хулинче 59,8 процент.  Шупашкар хулинче, Сĕнтĕрвăрринче, Йĕпреҫре, Пăрачкавра, Куславккара, Каҫал енре, Етĕрне районĕсенче те ҫынсем хăйсен кăмăлĕпе вакцинациленсе пыни куҫ кĕретех. Ку муниципалитетсенче халăх хастар вакцинациленет тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.   Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăшăл вирусран асăрханас тесе хушма чарусем йышăнса хăварнă.  Улатăр хулинче, Улатăрпа Пăрачкав районĕсенче коронавируспа чирлекенсен шучĕ пысăк пулнипе тата вакцинаци ĕçĕ япăх пынипе чару мерисене çирĕплетнĕ. Алла Салаева лару-тăру  юлашки эрнесенче Пăрачкав тăрăхĕнче лайăхланнине асăннă. «Юлашки икĕ эрне хушшинче халăх уйрăмах активлă вакцинациленет.  Тен ку тăрăхра чарăва пăрахăҫлама та юрĕ», – тенĕ вăл.  Муниципалитетра вакцинациленекенсен шучĕ 51,8 процента ҫитнĕ.   

Вице-премьер сĕнĕвне республика Пуҫлăхĕ ырланă, ҫапла тусан аван тесе сăмаха малалла тăснă. «Паян Пăрачкав районĕ пирки тишкерӳ тăвăпăр, кирлĕ пек мерăсене пăхса хăварăпăр, йышăну тăвăпăр», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ районсемпе хуласенче мобильлĕ ушкăнсем хастар ĕҫленине асăннă, йĕркене пăхăннипе пăхăнманнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă.  Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакансене те мобильлĕ ушкăнсен йышне кĕртме сĕннĕ.  «Енчен те лару-тăру ырă енне куҫмасан, кирлĕ пек ҫирĕплĕх мерисене тен йышăнма та тивĕ.  Апла пулсан, пурсăмăрăн та асăрхануллă пулмалла, тимлĕх тени малти вырăна тухмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук», – тенĕ вăл.

Республика Пуҫлăхĕ Вăрмар районĕ пирки чарăнса тăнă, кунта халăх асăрханманнине, вакцина тăвакансен шучĕ те 38 процент кăна тесе асăнса хăварнă.  Республикăра лару-тăру çăмăл мар, чирлекенсен те, вилекенсен йышĕ те пысăк. Çав вăхăтрах, усал çак чирпе нушаланакансен йышĕнче çамрăксемпе ачасем нумайланнă. Район ертӳлĕхĕ ыйтăва ҫителĕксĕр таран тимлĕх уйăрни сисĕнкелет.  «Сирĕн вырăнта пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелле. Халăха хăрушлăх пирки, чир никама та хĕрхенменнине аса илтермелле. Усал чир лексен сывлăха хавшатать.  Тĕп врачпа  пĕрле ыйтусене тĕплĕн пăхса тухмалла.  Пурнăҫ таппинчен юлмалла мар. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси  тĕп приоритет, ăна сирĕн лайăх ăнланмалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă вăл.      



27 августа 2021
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter