Кӗркунне пуҫламӑшӗнче тӗпрен юсав ĕҫĕсем малалла тӑсӑлакан шкулсене чӳк уйăхĕн1-мӗшӗччен хута яма тăрăшмалла
Чăваш Республикинче чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен Комиссийĕн ларăвĕнче ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне вĕренӳ учрежденисене хатĕрлесе ҫитерес ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелени пирки ыйту ҫинчен чарăнса тăнă, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине ятарлă хушу панă. Мĕнпур ĕҫсене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, юсаса пĕтернĕ хыҫҫăн, объектсене комисси членĕсемпе пĕрле пăхса тухса йышăнмаллине, вăхăта вăраха тăсмасăр вĕренӳ учрежденийĕсене хута яма тăрăшмаллине каланă.
«Хăш-пĕр контрактсене юпа уйăхĕн ҫурриченех, хăшĕсем тата юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ вĕҫлениччен пыраҫҫĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан шкулсенче хам пулса курнă, лару-тăрăва пĕлетĕп. Вĕсене пурне те ҫирĕп тĕрĕслевре тытатпăр», – тенĕ вăл.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Николай Жуков хăйĕн сăмахĕнче республикăри шкулсенчен ытларах пайне утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕччен тĕрĕслев витĕр кăларнине палăртнă, пурĕ 776 вĕренӳ учрежденийĕ регионта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕррине ҫирĕплетнĕ.
«Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене илес пулсан, 357-шĕ ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен комисси витĕр тухса та ĕлкĕрнĕ. Ҫуллахи тапхăрта Чăваш Республикинчи 54 шкулта тĕпрен юсав ĕҫĕсем йĕркелесе пынă. Ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕ хыҫҫăн, юсав ĕҫĕсене вĕҫленĕ 18 шкула хатĕр тесе ҫирĕплетнĕ, ҫула уйăхĕн 30-мĕшĕччен тепĕр 18 шкула йышăнма плана кĕртнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсав ĕҫĕсем республикăри 17 вĕренӳ учрежденийĕнче хĕрӳ пыраҫҫĕ», – тесе пĕлтернĕ министр ҫумĕ.
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕренӳ учрежденийĕсенчи мĕнпур юсав ĕҫĕсене вĕҫлеме палăртса хунă. Етĕрнери пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш №-лĕ шкулти юсав ĕҫĕсем раштав уйăхĕн варричченех пыма пултараҫҫĕ, кун пек тума строительство ĕҫĕсен графикне ҫирĕплетнĕ.
1-4-мĕш классенче вĕренекен ачасене шкулсенче йышăнĕҫ, 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем вара дистанци мелĕ ҫине куҫĕҫ юсав ĕҫĕсем вĕҫлениччен. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсемпе ĕҫлĕ калаҫусем иртеҫҫĕ, ачасене епле ҫитермелли ҫинчен, хăш-хăш шкулсене вырнаҫтарма майсем пурри пирки ыйтусене сӳтсе яваҫҫĕ.
Кăҫал Чăваш Енре вĕренӳ учрежденийĕсене модернизацилес тата тĕпрен юсав ĕҫĕсем ирттерес тесе комплекслă пысăк программа пурнăҫа кĕртме тытăннă. Чăваш Республикин бюджетĕнче 2 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Палăртма кăмăллă, шкулсенче анчах мар, ача сачĕсенче те комплекслă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, ҫуртсем тĕпрен ҫĕнелсе капмарланса, илемленеҫҫĕ. Пĕр харăсах 54 шкулпа 36 ача садĕнче ҫуртсене модернизацилес тесе специалистсем хĕрӳ тăрăшаҫҫĕ.
Паянхи канашлура Вăрнар районĕпе Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕсен пуҫлăхĕсене критиклесе илнĕ республика Пуҫлăхĕ. Чăваш Республикин Строительство министерстви палăртнă тăрăх, ку муниципалитетсенче хăш-пĕр чăрмавсем пур иккен, 2021/22 ҫулсем валли паспортсем хатĕр мар ҫак районсенчи объектсен хĕллехи тапхăр валли. Чăваш Республикин Министрсен Камбинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов йывăрлăх кăларса тăратакан муниципалитетсен ертӳлĕхĕсемпе хушма ĕҫлĕ канашлу пуласса каланă.
Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем пушарсем пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Олег Яковлев кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа республика территорийĕнче пĕтĕмпе 1106 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ. Халăх типĕ курăка ҫунтарма пикенет, пушар алхасса кайсан чарма май ҫук. Ку енпе пурĕ 337 пушара шута илнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ялсенче ытларах пушар тухать, халăх тимлĕ пулманнипе вут-кăвар пурлăха тĕпрен илсе каять. Ялсенче пурĕ 678 пушар пулнă, хулара 428 пушар тухнă тесе шута илнĕ служба ĕҫченĕсем.
Ялсенче хуҫасăр ҫĕр лаптăкĕсем пур. Вĕсем таврашĕнче курăк кашласа ларать. Ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртме тăрăшмалла. Тирпейлĕх пулсан, инкек те пулмĕ. Енчен те йĕркене пăхăнмасан, ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсене тирпейлесе тăмасан, специалистсем явап тыттарасси те часах. Кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла тесе калаҫҫĕ ятарлă ведомство ĕҫченĕсем.