Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе саламлани
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хаклӑ ҫыннисем!
Сире Хула кунӗпе саламлатӑп!
Юлашки ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар палламалла мар улшӑнса илемленчӗ. Хулара наци проекчӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫавна май картишсемпе общество хутлӑхӗсем капӑрланаҫҫӗ, спорта хутшӑнмалли ҫӗнӗ площадкӑсем хута каяҫҫӗ, вӗренӳпе культура учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, инженери инфратытӑмӗ лайӑхланать, ҫулсем юсанса йӗркене кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ микрорайонсем ӳссе лараҫҫӗ, вӗсенче пурӑнмалли вырӑнпа юнашар ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата вӑйӑ площадкисем тӑвас ӗҫ пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн экономика майӗсене ӳстерсе хӑватлатать. Эпир сирӗнпе пӗрле хулара ятарлӑ экономика зонине туса хутӑмӑр, ҫакӑ инновациллӗ производствӑсене аталантарма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртакан ҫӗнӗ инвесторсене республикӑна явӑҫтарма май парать.
Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӗп пуянлӑхӗпе пурлӑхӗ – паллах, эсир – унӑн ҫыннисем. Тухӑҫлӑ ӗҫлев йӑли-йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырса эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм вӑй-халӑрпа пултарулӑхӑра юратнӑ хуламӑрӑн малашнехи аталанӑвне хыватӑр. Пӗрлехи вӑйпа эпир ӑна тата та илемлӗрех, пурӑнма хӑтлӑрах тӑвасса шанса тӑратӑп.
Ҫӗнӗ Шупашкар ӳссе тата ҫамрӑкланса пытӑр, кунта сирӗн пӗтӗм ӗмӗтӗр пурнӑҫлантӑр. Кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата ӑнӑҫупа тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев