Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев виҫҫĕмĕш "Манăн социаллă центр" ятлă учреждение уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев виҫҫĕмĕш "Манăн социаллă центр" ятлă учреждение  уҫнӑ

Пĕтĕмпе республикăра ҫакăн евĕр модельнăй центрсем улттă пулĕҫ. «Ман социаллӑ центр»  пĕлтĕр Ҫĕмĕрле хулинче уҫăлнă, кăҫал ҫĕртме уйăхĕнче  Куславккара хута кайнă.  Ҫулталăк вĕҫлениччен вӗсене Улатăрта, Канашра тата Ҫĕнĕ Шупашкарта уҫма плана кĕртнĕ.  Палăртса хунă тăрăх, центрсем кулленех 3 пине яхăн ватă ҫынна йышăнма пултарĕҫ.  Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан Комплекслă центр ҫумĕнче наци проектне тĕпе хурса «Ман социаллă центр» клуб ҫĕнĕ форматпа ĕҫлеме пуҫланă. 

«Чăваш Республикин социаллă служби ĕҫе ҫĕнĕ форматпа пуҫарса янă.  Ҫуртсене тĕпрен ҫĕнетсе юсанă. Халăха йышăнма лайӑх условисем туса панă.  Пĕр сăмахпа каласан, ватăсем валли хăтлă условисем йĕркелесе ҫитернĕ.  Кунта ҫӳрекенсем хăйсен юратнă ĕҫне пурнӑҫлаҫҫĕ. Кăмăла каякан алă ĕҫĕсемпе аппаланаҫҫĕ.  Ку вара чи пахи.     Кун пек центрсем ватăсен кăмăлне уҫаҫҫĕ, пурăнас ĕмĕрне тăсаҫҫĕ, юратнă ĕҫне малалла та пурнӑҫласа пыма вăй-хал хушаҫҫĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова центр ĕҫĕпе кăсăкланнă, условисене курса хакланă, аслă ҫулти ватăсене сӗнекен ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă, центрта тăрăшакан волонтерсемпе  тĕл пулса калаҫнă.

Клубра пĕтĕмпе ҫичĕ тĕрлĕ ушкăн йĕркеленӗ.  Аслă ҫултисем валли тĕрлĕ кружоксем пур, вĕсем хăйсен ăсталăхне спортра, пултарулăхра, алă ĕҫ тăвассинче туптаҫҫӗ, компьютерпа ӗҫлеме вĕренсе пыраҫҫĕ. Кунта сывлăха ҫирĕплетме кирлĕ пек мĕнпур услови те ҫителĕклĕ.  

Пĕлме: «Ман социаллă центр» проект сывлăха упрама май парать, ĕмĕр тăршшĕне тăсма витĕм кӳрет, пултарулăха аталантарма вăй-хал хушать.

Кунта ытларах аслă ҫулти ватăсем ҫӳреме кăмăл тăваҫҫĕ.  Кашни кун вĕсем спортра, пултарулăх ĕҫӗнче хăйсен ăсталăхне ӳстерсе пĕрне-пĕри савăк кăмăл парнелеҫҫĕ.  Юрра ташша та питĕ ăста, кунта та вĕсен ҫитĕнĕвĕсем ҫук мар.  Центрта ырлăх, шанчăклăх, пĕрне-пĕри пулăшас тени хуҫаланать.

"Ман социаллӑ центр" проект валли Чӑваш Енре логотипа хӑйне евӗрлӗ стильпе туса хатӗрленӗ. Центр сотрудникӗсен тумӗпе декорĕнче сарӑ-сенкер, кӑвак, шурӑ, сарӑ тӗслӗ элементсем палӑрса тӑраҫҫӗ. "Ман социаллӑ центр" логотипра икӗ рунӑпа усӑ курнӑ, вӗсенчен: аялти – "туслӑх, пӗрлехи ӗҫ, тӗрев, шанӑҫ", ҫӳлти – "хавхалану тата пулӑшу йыхравӗ" ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ.

 



30 августа 2021
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter