«Эпир Ҫӗнӗ Шупашкарта ятарлӑ экономика зонине тума заявка пама ирĕк илтӗмӗр», – тенĕ Олег Николаев

«Эпир Ҫӗнӗ Шупашкарта ятарлӑ экономика зонине тума заявка пама ирĕк илтӗмӗр», – тенĕ Олег Николаев

Ҫакна валли тӗп услови пурнӑҫланӑ – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе тунӑ килӗшӳсене малашне резидентсем хӑйсен инвестици проекчӗсене промышленноҫпа производство типӗн малашнехи экономика зонинче (ОЭЗ) пурнӑҫлас тӗллевпе ҫирӗплетнӗ. ОЭЗ территорийӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 544,082 г. шутланать.

"Инвестор сехечӗ" иртнӗ канашлура Ҫӗнӗ Шупашкарти проектсене пурнӑҫлас тӗллевпе пилӗк инвесторпа алӑ пуснӑ.

Сӑмахран, "Химпром" ПАО площадкинче гипохлорит кальци производствин 2-мӗш черетне хута яма палӑртнӑ, инноваци технологийӗсем енӗпе полилактида (PLA) туса кӑларассине, макарон, ҫӑкӑр, кондитер изделийӗсем тирпейлесе кăларма май паракан производствăсем, ҫавӑн пекех аш-какай комбиначӗ тăвассине те плана кĕртнĕ. Асӑннӑ проектсене пурнӑҫлани пысӑк тӳлевлӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, хушма инвестицисем явӑҫтарма май парать.

"Ҫӗнӗ Шупашкар хулин аталанăвĕн малашлӑхӗ  пысăк. Спутник хулара  питӗ лайӑх инфратытӑм пур. Кунта 100 пин ытла ҫын пурӑнать. Шупашкарпа юнашар пулни  муниципалитетăн территорин илӗртӳлӗхне тата ытларах ӳстерет", – тенĕ Олег Николаев.

Кĕске вăхăт хушшинче хулан сăн-сăпатне улăштарма май пур.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланасси те куҫ кĕретех пулĕ. «Тĕрлĕ енлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла.  Инфратытăма ҫĕнетмелле. Ҫурт-йĕрсем хута ямалла, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле.  Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассине шанатăп.  Пуласлăхра тата та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене хатĕрлĕпĕр.  Ҫĕнĕ Шупашкар хулишĕн кăна мар, Чăваш Республикишĕн те пĕлтерĕшлĕ пулĕҫ вĕсем», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ОЭЗ тăвассинче пысăк ĕҫ туса ирттернине каланă. Хатĕрленӳ тапхăрĕнче вăл сахал мар витĕм кӳнĕ. 

«Федераци шайĕнче кăҫал тивĕҫлĕ йышăну туса хăварассине шанатăпХам енчен ĕҫе хутшăнассине палăртсах калатăп.  Сирĕн проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче инвесторсемпе пĕр тан тăрăшма шутлатăп.  Май килнĕ таран пĕтĕмпех проектсене пĕрле пурнăҫласа пырăпăр», – тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, енчен те Ҫĕнĕ Шупашкара  ОЭС статусне парсан, 2031 ҫулччен муниципалитета 15 млрд тенкĕрен кая мар укҫа-тенкĕ явăҫтарма, 1000 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме пулăшĕ.  Бюджета та сахал мар укҫа-тенкĕ пуҫтарăнĕ, 3,7 млрд тенкĕ кĕме пултарĕ.

«Инвестор сехечĕ» канашлура инвесторсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă.   «Хальхи вăхăтра экологи ыйтăвĕ ҫивĕч тăрать. Тĕнчипех пластикран тунă таварсем сапаланаҫҫĕ.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси те кун йĕркинчи ыйту шутланать.  Хăйне евĕр ҫĕрсе пĕтекен пластик таварсем тирпейлесе кăларни – шăпах та, меллĕ», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май «Химпром» ПАО генеральнăй директорăн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Елена Колесникова.

Кĕскен пĕлме: Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫпа производство тытăмĕнче уйрӑм экономика зонине туса хурасси ҫинчен калакан сӗнӗве Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ Юрий Трутнев ертсе пынипе  ирттернĕ ӗҫ ушкӑнӗн ларăвĕнче,  2021 ҫулта нарăс уйăхĕн 19-мӗшĕнче, монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорисене туса хурассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пăхса тухнă чухне ырласа хăварнă.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 26.04.2021 ҫулхи 317 №-лӗ хушӑвӗпе  килĕшӳллĕн  ("ҫул картти") ОЭЗ тума заявка хатӗрлемелли мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.



30 августа 2021
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter