Районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсене BIM-технологисене вӗрентеҫҫӗ
Чăваш Ен Строительство министерстви патшалăх тата муниципалитет заказчикӗсен переченьне палăртать, вӗсен специалисчӗсем BIM-технологисене ӗҫе кӗртме вӗренеҫҫӗ. Кирлĕ пек хушăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ канашлура, ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче панă.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх специалистсене кĕске вăхăт хушшинче тарăн тата пахалăхлă хатĕрлесе кăлармалла. Вăхăта вăраха тăсма юрамасть, ҫийĕнчех ĕҫе йĕркелесе ямалла.
«Эпир сирĕнпе проектсем хатĕрлессипе специалистсен пĕлӳ шайĕ сахалтарах пулни ҫинчен пĕрре мар сӑмах хускатнă. Ку тема питĕ ҫивĕч тăрать. Мĕнпур объектсенче, 99 проценчĕ проектсен пахалăхĕ япăх пулнине кура, йывăрлăхсем тухса тăраҫҫĕ. Проектпа-смета ĕҫ хутне кирлĕ пек шайра хатĕрлесе ҫитерменни куҫ кĕретех. Енчен те проектсене BIM-технологисене тĕпе хурса пурнăҫласан, чăрмавсем сахалтарах сиксе тухĕҫ», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.
Ҫитес вăхăтра Чăваш Республикин Строительство министерстви ҫумĕнче ĕҫ ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттермелли информаци моделĕсем пулĕҫ, ҫулсен карттине те туса хурĕҫ.
Чăваш Республикин Строительство министерствине ҫитес ҫулта ҫакăн евĕр технологисене тĕпе хурса хăш-пĕр объектсенче строительство ĕҫĕсем туса ирттерме чĕнсе каланă Олег Николаев.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов хальхи вăхăтра BIM-технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса Чăваш Республикин Спорт министерствин тăватă объекчĕ валли проектпа смета хатĕрлеме тата Чăваш Республикин Строительство министерствин тепĕр тăватă объекчĕн ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. 2021 ҫулта тата та 15 объектăн проектпа смета ĕҫ хутне хатĕрлеме плана кĕртнине те асăннă вăл.
2021 ҫулта пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин йышăнăва алă пуснă, ҫав ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, 2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа мĕнпур объектсен проектпа-смета ĕҫ хучĕсене ҫӳлерех асăннă технологисен витĕмлĕхĕпе хатĕрленмеллине палăртать. Патшалăх заказĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан ку тĕлĕшпе ыйту малти вырăна тухать.
BIM (Building Information Modeling) - ҫурт-йӗре информаци моделизацилени, ун никӗсӗнче пӗтӗм тӗнчери строительство объектне проектлани выртать. Информаци моделӗ пӗтӗм сведенипе, документсемпе материалсемпе, ҫав шутра пулас объектăн "пурнӑҫӑн" кашни тапхӑрӗнче пуҫтарӑнакан объектӑн компьютерлӑ 3D-мӗш моделӗпе – объект тӑвассинчен пуҫласа юсаса ҫӗнетес тата эксплуатацилес ӗҫрен пуҫласа реконструкцие ҫити пуҫтарӑнакан объектӑн модельне тивĕҫтерет. Информацие электронлӑ форматпа йӗркеленеҫҫӗ. Пӗр-пӗр параметр улшӑнсан, система хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ параметрсемпе объектсем, чертежсем, визуализацисем, спецификацисем тата календарлӑ график таранах автоматлӑ улшӑну тытса пырассине шута илет.