«Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем ҫут ҫанталăка пула йывăрлăх тӳсеҫҫĕ пулсассăн, патшалăх пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ», – тенĕ Олег Николаев

«Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем  ҫут ҫанталăка пула йывăрлăх тӳсеҫҫĕ пулсассăн, патшалăх  пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ», – тенĕ Олег Николаев

Паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ĕҫлĕ планерка иртнĕ, ăна  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кăҫалхи ҫул кăнтăр районĕсенче ҫумăр питех ҫумарĕ, ăна пула тăпрара нӳрĕк сахал пулнă. Шăпах та, ӳсен-тăран ӳссе, ҫеҫке кăларнă чухнехи ҫут ҫанталăк условийӗсене пула вĕсем нушаллă ӳсрĕҫ.   Ҫакна шута илсе асӑннӑ районсенчи лару-тăрăва тарăн тишкерме, тĕплĕ мониторинг тума хушнă республика Пуҫлăхĕ. Типĕ çанталăк кăçалхи тыр-пул тухăçне палăрмаллах чакарчĕ ҫеҫ мар – çитес çулхине сиен кӳрес хăрушлăх та пур.

«Тишкерӳ тунă хыҫҫăн кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла.  Ял хуҫалăх енĕпе ĕҫлекенсем йывăр вăхăтра патшалăх тĕревĕпе усă курма пултармалли майсем йĕркелесе пама тăрăшмалла», – тесе каланă вăл.

Специалистсем палăртнă тăрăх, Патăрьелĕнче утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕчченех типĕ ҫанталăк тăнă, ҫумăр пачах та ҫуман.  Каҫал енре, Шăмăршăра, Елчĕкре те лару-тăру ҫаплах пулнă тесен те йăнăш пулмĕ.  Ку районсенче те тыр-пул, ҫĕр улми, пахча-ҫимĕҫ питех ăнса пулман.  Халĕ ҫак муниципалитетсенчи хуҫалăх ĕҫĕсене тарăн тишкереҫҫĕ,  тăкак мĕн чухлĕ пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ. 

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алина Семенова хăйĕн сăмахĕнче аграри тытăмĕнче вăй хуракансем ҫурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 292,3 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртнине, ҫакӑ планпа пăхса хăварнинчен 97,3 процентпа танлашнине каланă.

Çанталăк шăрăх тăнипе тыр-пул ир пиçсе çитнине кура кăçал хуçалăхсем вырмана та нихçанхинчен маларах тухни паллă. Çавна май тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси те вĕçленнĕпе пĕрех темелле – унта-кунта пысăк мар лаптăксем кăна юлнă. Пӳлмесене  тырă хывнă, пур-пĕрех пĕлтĕрхинчен сахалтарах. Чи пысăк виçе –  Канаш тата Елчĕк районĕсен, вĕсенче пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕ 56-шар пин тонна патнелле. Тухăçа илес тĕк –  республикăри вăтам кăтарту савăнтармасть: гектартан 19,4 центнер. Улатăр, Канаш, Елчĕк районĕсенче кăна тухăç чылай пысăкрах –  23-24 центнер.

Вырма ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçланин сăлтавĕсен шутĕнче Алина Витальевна хуçалăхсем, фермерсем ял хуçалăх техникине çĕнетнине асăннă. Кăçал 887 единица техника туяннă – пĕлтĕрхинчен 1,6 хут нумайрах. «Иккĕмĕш ҫăкăра» 210 га ҫĕр лаптăкĕнчен, пахча-ҫимĕҫе 78 га лаптăкран   пухса илнĕ.

Аграри тытăмĕнче вăй хуракансем кĕрхи культурăсене акса хăварассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Шăмăршă районĕсĕр пуҫне ытти районсем уй-хирте кĕрхисене акса хăварассипе тăрăшаҫҫĕ.  Паянхи кун тĕлне  ял ĕҫченĕсем планпа пăхса хăварнинчен ĕҫе 36,5 процент чухлӗ пурнăҫланă та ĕнтĕ.  

 



30 августа 2021
18:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter