Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ветеринари службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Ветеринари службин хисеплӗ ӗҫченсем тата ветеранӗсем!
«Врач ҫынна сиплет, выльӑх тухтӑрӗ вара – этемлӗхе», – текен каларӑш ветеринари врачӗсен девизӗ шутланать. Ҫак сӑмахсене тӳрре кӑларас тесе сирӗнтен кашниех тавралӑх хутлӑхне сыхласа упрас, чӗр чунсен чирӗсене асӑрхаттарас, выльӑх-чӗрлӗх продукцине лайӑх пахалӑхпа туса кӑларассине тӗрӗслесе тӑрас енӗпе куллен вӑй хурать.
Раҫҫейӗн аграри регионӗсен йышӗнче Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ аталанать. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӳсен-тӑран ӳстерес ӗҫ республика экономикин тухӑҫлӑ отраслӗсен шутӗнче. Эсир тӑрӑшса ӗҫленине пула пирӗн патӑмӑрта выльӑхсен ерекен анлӑ сарӑлнӑ чирӗсем тӗлӗшпе лару-тӑру вуншар ҫул хушши лайӑх шайра упранса тӑрать.
Паян ветеринари ӗҫченӗсем пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче те, килти чӗр чунсене пӑхса усракан ҫемьесенче те тем пекех кирлӗ. Сире профессие парӑннӑшӑн, ҫӗршыв ырлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата республикӑпа ҫӗршывӑмӑр экономикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев