Олег Николаев Мордва Республикинчи вӑрманти пысăк пушара сӳнтермешкĕн хутшăннă Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Республикин аэромобильлĕ ушкӑнне тав тунă

Олег Николаев Мордва Республикинчи  вӑрманти пысăк пушара сӳнтермешкĕн хутшăннă Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Республикин аэромобильлĕ ушкӑнне тав тунă

Раҫҫей Федерацийӗн Пушар хуралӑн Чăваш Енри служба ĕҫченĕсем кӳршĕллĕ региона вăрах вăхăта тăсăлнă вут-ҫулăма сӳнтерме ҫитсе кайса килнĕ. Инкеке сирсе янă хыҫҫăн, ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн ҫăлавҫăсем тăван тăрăха каялла тĕрĕс-тĕкел те сывă таврăннă.

Регион Пуҫлăхĕ служба ĕҫченĕсене мухтаса тав сăмахĕсене каланă, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫланăшăн ырланă.  «Пурсăра та пысăк тав, ҫакăн пек  пĕлтерĕшлĕ ĕҫе пурнăҫланăшăн.  Мăкшă тăрăхĕнче пулса иртнĕ инкеке мĕн пур халăх курчĕ, пăшăрханса кашни кун чăтăмсăррăн ырă хыпарсем кĕтрĕ.  Кулленех пĕлтерсе тăнă хыпарсем пурне те  тыткăна илчĕҫ.  25 кун хушши пĕр чарăнми, кунне-ҫĕрне пăхмасăр вăрмана ҫăлса хăварас, усал инкек тавралăха ан сирĕлтĕр тесе  тăрăшрăр. Сире служба тивӗҫне тӳрӗ камӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑршӑн, хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп», - тесе каланă Олег Николаев. Сирӗн ӗҫӗр сумлисен йышӗнче. Ытларах чухне хӑрушӑ лару-тӑрура ӗҫлемелле пулнӑран сире ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне ҫӑлса хӑварма май паракан йышӑнусене васкавлӑн тума тивет. «Пысӑк ӑс­талӑхӑрпа хӑюлӑхӑр, паттӑрлӑхӑр тата инкекре яланах пулӑшма ха­тӗр пулни, йывӑр самантра кал-кал ӗҫлеме пӗлни, инкеке сирсе яма витĕм кӳчĕ», - тенĕ республика  Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Кун пек инкексем нихăҫан та ӳлĕмрен ан пулччăр тесе пурсăмăрăн та тимлĕ пулмалла.    Тепĕр хут сире пысăк тав!  Сывлăхпа ҫӳрĕр, чун-чĕре ырлăхпа тултăр, ҫемьесенче ăшă кăмăл-туйăм яланах хуҫалантăр», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен ҫăлавҫисене ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче кӳршĕллĕ региона командировкăна ăсатнă, пурĕ 80 ҫынна тата 13 техникăна ҫула кăларнă. Пирĕн ентешсем ыттисемпе пĕр тан пушара хирĕҫ кĕрешнĕ, чи йывăр лаптăксене вут-хăвартан хăтарас тесе тăрăшнă.  Вăрмана ҫулăмран хăтарма Раҫҫей Оборона министерстви, Росгварди ĕҫченĕсем регионсенчи мĕнпур службăсемпе пĕрле килĕшсе ĕҫленĕ. Тутарстан, Мордва, Удмурти, Марий Эл, Чулхула облаҫĕн ҫăлавҫисемпе пĕр тан Чăваш Ен паттăрĕсем пĕрле малти вырăнта пулнă.     



31 августа 2021
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter