"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" политика партийӗн регионти уйрӑмӗн конференцийĕнче Олег Николаев республика аталанӑвӗн тӗп тӗллевӗсене палӑртнă
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пӗтӗм Раҫҫейри "ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийӗн регионти уйрӑмӗн XXXI-мĕш Конференцийĕнче тухса каланӑ сӑмахран:
Халăхпа анлă сӳтсе явнă хыҫҫăн, ҫынсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса программа хатĕрленĕ. Ăна паян тарăннӑн сӳтсе явса малашне пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшăпăр.
Ҫав ĕҫсем пĕтĕмпех Чăваш Республикин Правительстви палăртнă тĕллевсемпе тӳр килеҫҫĕ. Эпир суйлав хыҫҫăн Правительство ĕҫне анлăлатса йĕркелесе пыма сĕнетпĕр. Кун пирки пĕрле эпир чылай сăмахланă. Ун ҫинчен кĕскен ӑнлантарса парас тетӗп.
Малтанах каласа хуратӑп: «анлăлатнӑ правительство» вăл юридици пĕлтерĕшлĕ документ мар. Кунта пĕтĕмпех йĕркелӳ ĕҫĕ пирки сӑмах пырать. Палăртнă йыша Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене, Федераци Канашĕн представителĕсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене кĕртме тĕллев лартнă. Ҫакнашкал организацин тĕп тĕллевĕ – пĕр-пĕринпе кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлесси, йывăр ыйтусене татса пама витĕм кӳресси. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлени питĕ пĕлтерĕшлĕ, проектсене пĕрле хатĕрлĕпĕр, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшăпăр. Ӳлĕмрен кун пек ĕҫлесе пырсан федераци центрĕпе пĕрле калаҫса килĕшсе хăш-пĕр ыйтусене татса парас ĕҫе хăвăртлатма май пулĕ. Кирлĕ пек мĕнпур ресурссемпе тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курса ӗҫлеме вĕренесси те часах, Федераци Правительствин витĕмлĕхне те туйса илĕпĕр.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пирки калас пулсан, вĕсен тăтăшах халăхпа ҫыхăнса ĕҫлемелле. Кун пирки «Единая Россия» партин иртнĕ пухăвĕнче Раҫҫей Президенчĕ те уйрăммăн палăртсах каланăччĕ. Халăхпа тĕл пулмалла, ҫынсен сĕнĕвĕсене шута илме тӑрӑшмалла.
Чи малтанах халăха Чăваш Республикин влаҫ органĕсенче тăрăшакансем республикӑра пурӑнакансем валли мĕнле ĕҫсем пурнăҫлани ҫинчен калакан хыпарсене вăхăтра пӗлтермелле. Ҫынсем мĕн ыйтнине пĕлмелле, вĕсене тĕплĕн тишкерсе, пĕрле сӳтсе явса программăна ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма тăрăшмалла. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тӗллевпе йышăннă мĕнпур ĕҫе вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Ку вара чи кирли.
Раҫҫей Президенчĕ пенсионерсене пĕр хутчен 10 пин тенкĕ парса пулăшасси пирки йышăну тунă. Ку пулăшăва ĕҫлекен ватăсем те, ĕҫлемен пенсионерсем те тивĕҫме пултараҫҫĕ. РФ Шалти ĕҫсен министерствин ĕҫченĕсем, ҫар служащийĕсем те ҫавнашкал тӳлеве тивĕҫесси паллă. Чăваш Енре 363 пин ҫын патшалăх пулăшăвне илĕ, ҫакӑн валли 3,6 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Кун пек йышăнӑва ҫĕршыв Президенчĕ маларах та ҫирӗплетнӗччĕ. Шкул ачисем валли сахал мар тĕрев куҫать. Республикăна укҫа-тенкĕне куҫарса панă, кашни шкул ачине 10 пин тенкӗ тивĕҫнĕ, ҫемьесенчи 177 пин ача пурĕ 1,77 млрд тенкĕлĕх патшалăх тĕревĕпе усă курнă.
Кунсăр пуҫне тепĕр пысăк пулăшу пирки те каласа хăвармалла, Президент халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту ҫине сахал мар тимлĕх уйăрать. Уйрăмах, усал чир – кăшăл вирус алхаснă вăхăтра тĕрлĕ пулăшу кӳни куҫ кĕретех.
Чăваш Ен пандеми вăхăтĕнче йывăрлăх тӳснине пурсăмăр та лайăх туятпăр. Экономикăна асӑннӑ чир те чăрмав кӳчĕ. Тавар тирпейлесе кăларнин калăпăшĕ палӑрмаллах чакрĕ, предприятисемпе организацисем хавшани те сисĕнчĕ. Инвестци хывас ĕҫ япӑхланнă, халăха ĕҫпе тивĕҫтересси те кирлĕ пек шайра пулаймарĕ. Калăпăр, пĕлтĕр ĕҫсĕррисен шучĕ 3,5 хут ӳснĕ. Паянхи куна илес пулсан, лару-тăру ырă енне куҫса пырать. Регионта пурĕ 5 пин ытла ĕҫсĕр ҫынна шута илнĕ, предприятисенче 17 пин ваканси пур. Палăртса хăваратпăр, 42 пин ҫын халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центртан ӗҫ тупса пама ыйтнă, хальлĕхе центр вĕсенчен 23 пин ҫынна ĕҫпе тивĕҫтерме пултарнă. Кун пек йĕркепе малашне те усӑ курĕҫ, ĕҫсĕррисене хăйсене килĕшекен профессисемпе предприятисене тата организацисене вырнаҫтарма пулӑшĕҫ.
Тепĕр пысăк пуҫаруллă ĕҫ пирки те чарăнса тăмалла. Вĕренӳ учрежденийĕсем предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ. Тепĕр тесен ĕҫсĕррисем те ытти профессисене илес тесе, кулленех программăсене хутшăнса, хăйсене кирлĕ пек професси пĕлĕвне тивĕҫеҫҫĕ. Чăваш Республикин экономикине аталантарас тесен, предприятисемпе организацисенче профессионалсем тăрăшни те пĕлтерĕшлĕ, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлесен, таварсен пахалăх шайне ӳстерсе пырсан, тухăҫлăх тени те пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ. Бизнес, вӗренӳ заведенийӗсемпе патшалӑх влаҫӗн органӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пире кӗске вӑхӑт валли тӗллев лартма кӑна мар, ӗҫ ресурсӗсене аталантарма, квалификацисене ӳстерме, ӗҫе вырнаҫас тата тупӑш илес тенденцие ҫирӗплетме май парĕ.
Съездра Президент наци идейисене витĕмлĕ палăртнă. Пĕр ача анчах мар, икĕ е виҫĕ тата та нумайрах шăпăрлан ҫитĕнекен ӑнӑҫуллӑ ҫемьесене патшалăх тĕревĕпе ытларах тивĕҫтересси тĕп приоритет пулса тăрать. Юлашки вăхăтра лару-тăрӑва улăштарма чылай ырă пуҫаруллă ĕҫ пурнăҫланă. Пилĕк е тата та ытларах ачаллă ҫемьесене уйăракан пособин виҫи пысăкланнă. Вĕсем транспорт налукне те тӳлемĕҫ. Сакăр ача ӳсекен ҫемьесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтернĕ. Унашкаллисем, паллах, пирĕн республикăра нумай мар, пурĕ те 9 ҫемье кăна. Асăннă категорири ҫемьесене ҫак пулăшăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви республика Правительствине уйăрнă грантран куҫарса панă. Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Правительстви пĕлтĕр тухăҫлă ĕҫленине кура, РФ Правительствин грантне тивĕҫнĕ. Тепĕр пысăк ыйтăва та татса панă регионта. РФ Президенчĕ шкул ачисене тӳлевсĕр апатлантарас ыйтăва кулленех хускатать. Пирĕн республикăра 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем тата нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен шăпăрлансем, вĕсем пурĕ 12 пин ытла, кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пуҫламăшĕнчен шкулсенче тӳлевсĕрех апат ҫийĕҫ. Ыйтăва Чăваш Ен Правительстви туллин татса панă.
Тепĕр пысăк программа пирки те каласа хăвармалла. Шкулсене тĕпрен модернизацилес, юсав ĕҫĕсем туса ирттерес ыйту та кун йĕркинчех шутланса тăрать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕн тĕлне тĕпрен юсама пуҫланă 53 шкултан 17-шĕнче строительство ĕҫĕсем вĕҫленменнине палăртнă. Пăшăрханма кирлĕ мар, объектсене каярах хута ярĕҫ, кун пирки ашшĕ-амăшĕ пĕлет, вăхăтлăха ачасене кӳршĕллĕ вĕренӳ учреж-денийĕсене вырнаҫтарнă. Каярах вĕсене вара пысăк савăнăҫ кĕтет – шкулти таса та ҫутă классем, хăтлă условисем ачасене тарăнрах пĕлӳ илме хавхалантарса пырасса та шансах тăратпăр. Чӑннипех те, пĕр ҫулталăк хушшинче ҫакăн евĕр пысăк калăпăшпа строительство ĕҫĕсене пуҫарса пурнăҫа кĕртни аван.
Тĕп тĕллевсенчен пĕри – паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан вĕренӳ учрежденийĕсене йĕркелесе ярасси. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче тарăн пĕлӳ илессишĕн кăна тăрăшни сахал, пултарулăха та, тавра курăма та ӳстерсе пыма, сывлăха ҫирĕплетме, пурнăҫ ҫулне тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле.
Тепĕр анлă ҫул-йĕрсенчен пĕри – Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин палăртнă инфратытăм кредичĕсем. Вĕсем пĕтĕмпех пысăк проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă. Паллă, проектсене Чăваш Республикинче хута ямалла. Паянхи куна илес пулсан, 37 проект хатĕрленĕ, вĕсем валли 50 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ку пулăшăва эпир федераци центрĕнчен тӳрех илеймĕпĕр. Пур пĕрех Ҫĕмĕрле, Улатăр хулисенче тата Патăрьелпе Шăмăршă тăрăхĕсене хутса ăшăтмалли тытăма йĕркелесе яма плана кĕртнĕ. Ку территорисенче шыв ыйтăвне уҫăмлатасси те кун йĕркинчех тăрать, объектсене реконструкцилес тӗллевпе пысăк программа йышăннă. Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама 8 млрд тенкĕ ытла уйăрма тĕллев лартнă.
Агропромышленноҫ комплексĕ те хăйне евĕр хăватлăн аталанса пырать. Юлашки ҫулсенче кăтартусем Чăваш Республикинче кăна мар, Раҫҫей шайĕнче те пысăк пулни куҫ кĕретех. Таварсене экспорта ӑсатнин виҫи пысăккине пурсăмăр та куратпăр. Пĕлтĕр экспорта ӑсатнӑ таварсен калăпăшĕ 30 процента яхăн ӳснĕ, ял хуҫалăхĕнче вăй хуракансем кăҫал та кăтартăва чакартман. Чи кирли – Чăваш Республикинче пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнче паха таварсемпе тивĕҫтерни. Суту-илӳ центрĕсемпе кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ ял хуҫалăх тытăмĕнче тăрăшакансем, ҫынсене таварсемпе вăхăтра тивӗҫтерессишĕн ырми-канми тӑрӑшаҫҫĕ. «Магнит» сетӗнчи лавккасенче чăваш ҫимĕҫĕсемпе паллашма тата вĕсене туянма ятарлă уйрăм вырăнсем туса хатĕрлĕҫ. Ку ыйтăва та пĕрре те мар пĕрле сӳтсе явнă предпринимательлĕх ĕҫӗнче тимлекенсемпе. Тепĕр тесен, халăха паха таварпа кăна тивĕҫтерни ҫителӗксӗр, ҫавӑн пекех хаксем те шайлашуллă пулмалла. Ку ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать.
Республикăра «Хочу» брендпа ҫĕнĕ лавкка уҫăлнă. Ҫакнашкал суту-илӳ объекчĕсене тата та хута яма палӑртнӑ. Унта халăха ытларах Чăваш Енре туса кӑларакан таварсемпе тивӗҫтерӗҫ. Раҫҫей ял хуҫалăх банкĕ «Свое» ятлă фестиваль йĕркелесе яма пулăшнă, ӑна халăх кăмăллать, таварсене кулленех пĕчĕк хаксемпе туянать.
Пĕтĕм Раҫҫейри «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пирки час-часах чарăнса тăрать. Ку ĕҫсене эпир малашне те йĕркелесе пыма тăрăшăпăр. Ҫынсем укҫа-тенкĕ парса пулăшаҫҫĕ, пĕрле пухăнса ĕҫлеҫҫĕ, проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ял тăрăхĕсенче кирлĕ объектсем пирки вăхăтра пĕлтереҫҫĕ, вĕсене йĕркелесе хута ярас шутпа проектсем хатĕрлеҫҫĕ.
Халăха пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен ытти вырӑна куҫарса ҫĕнĕ хваттерсемпе тивĕҫтерес ĕҫ те курăмлăн пулса пырать. Ку пуҫарăва шăпах та, ҫĕршыв Президенчĕ йĕркелесе янă. 2021 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнӗ пӗтӗм ишӗлекен ҫурта программăна кĕртеҫҫĕ. 2017 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнӗ ишӗлекен ҫуртсене, районсемпе хуласенчи объектсене программăна кĕртсе пĕтереймен пулнă. Калăпăр, Куслаккара, Ҫĕмĕрлере, Улатăрта, Етĕрнере ҫавнашкалли 300 ҫурт, вĕсенче пĕтĕмпе 3 800 ҫын пурăнать. Пурсăмăрăн та пĕрле тӑрӑшса ĕҫлемелле, ĕҫе туллин пурнăҫлассишĕн тимлĕ тăрăшмалла. Ҫынсене ҫĕнĕ хваттерсене куҫармалла, вӗсем ачисене хăтлă условисенче ҫитĕнтермелле. Ишӗлекен ҫуртсем пачах та пулмалла мар, вĕсене пурне те пăрахăҫламалла.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи объектсене модернизацилесси те республикăра пысăк калăпăшпа пулса пырать. Специалистсем регионта клиника больницине хута ярассишĕн хастар ӗҫлеҫҫĕ. Вӑл пысăк технологиллĕ центр пулать. Чăваш Республикинче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме ҫавнашкал центрсенче хальхи вӑхӑтри медицина хатĕрĕсем пĕтĕмпех пулĕҫ. Аякра вырнаҫнă ялсенчи медицина учрежденийĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕҫне ҫавӑн пек центрта тăрăшакансемпе телекоммуникаци мелне тĕпе хурса йĕркелесе пыма пултарасси те куҫ кĕретех пулĕ. Телемедицина паянхи пурнăҫра тарăн йĕр хăварчĕ, апла пулсан, сывлăх сыхлавĕнче ĕҫлекенсем халăха медицина пулăшăвне ҫĕнĕ технологисен витӗмӗпе кӳме тытӑнасси те куҫ кӗрет.
Алена Игоревна нумай функциллĕ центрсенчи ĕҫсем пирки те чарăнса тăнă. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – халăха центр пулăшăвĕпе кĕске вăхăт хушшинче тивĕҫтересси, тепĕр тесен, дистанци мелĕпе усă курма майсем туса парас ыйту та кун йĕркинчех. Ĕҫе ҫапла тума кашни ялта Интернет пулмалла. Президент пуҫарăвне тĕпе хурса федераци бюджетĕнчен те хушма укҫа-тенкĕ уйăрма пултарĕҫ. Кун пек пулсан, регион тата та ҫирĕпрех аталанса пыма пултарĕ.
Ҫаксем пĕтĕмпех пирӗншӗн ҫӗнӗ майсем уҫĕҫ, чи кирли – мĕнпур ыйтӑва кӗске вӑхӑтра татса пама май пулни.