Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, шкул ачисемпе студентсем,

ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗ-кукамӑшӗ тата аслашшӗ-кукашшӗ,

воспитательсемпе педагогсем!

 Паян эпир сирӗнпе ҫулталӑкри тӗп уявсенчен пӗрне – Пӗлӳ кунне паллӑ тӑватпӑр!

Пирӗн 200 пин ытла ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсем – вӗренекенсемпе студентсем – парта хушшине лараҫҫӗ. 16 пин арҫын ачапа хӗр ачашӑн вара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ уйрӑмах асра юлмалли кун пулса тӑрӗ – вӗсемшӗн шкулта пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрӗ, 11 пин ҫамрӑк хӑйсем суйласа илнӗ тата вӗсемшӗн ӑнӑҫлӑ малашлӑх пиллекен профессие ҫине тӑрса алла илме тытӑнать!

Камшӑнтӑр ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ аслӑ наука тӗнчине ярса пуснӑ пуҫламӑш утӑм пек асра юлӗ.

Темле пулсан та, ҫак вӑхӑт сирӗнтен кашнийӗншӗнех хӑвӑршӑн ҫӗннине уҫмалли, ҫӗнӗ пӗлӳпе ӑсталӑха тата хӑнӑхӑва ӑша хывмалли, тантӑшсемпе тата педагогсемпе хутшӑнса паллашмалли ытарми тапхӑр шутланать.

Ҫывӑх вӑхӑтрах сирӗн хушӑран тӗрлӗ сферӑра – вӗренӳпе тӗпчев ӗҫӗнче, общество ӗҫ-хӗлӗпе искусствӑра, ҫавӑн пекех спортра та тӑван Чӑваш Ене пӗтӗм ҫӗршывӗпе е тӗнчипех чапа кӑларакан хӑйне евӗр «ҫӑлтӑрсем» тухасси пирки иккӗленместӗп.

Ку енӗпе эпир сире пӗтӗм майпа пулӑшса тата хавхалантарса пырӑпӑр тата хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшӑпӑр.

Ҫакна эпӗ халиччен темиҫе хут та каланӑ, татах калатӑп. Вӗренӳ тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри пулнӑ та пулать те, вӑл Чӑваш Республикин экономика, технологи тата инноваци тӗлӗшӗнчи аталанӑвӗ ҫине тӳрремӗн витӗм кӳрекен отрасль шутланать.

Эпир хамӑрӑн вӗренӳ организацийӗсене ҫӗнетме, унта кашни вӗренекене пур енлӗн аталанма пулӑшакан ятарлӑ экотытӑм йӗркелеме, пӗлӳ ҫурчӗсене хальхи технологисемпе тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме тӗллев палӑртрӑмӑр. Сӑмах хулари е ялти шкул пирки пыни те кунта пӗлтерӗшлех мар. Вӗсенчен кашнинчех вӗренӳ ӗҫӗ пахалӑхлӑ та юрӑхлӑ пулмалла.

Пирӗн паянах гуманитари тата цифра профильлӗ «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем ӗҫлекен 82 ял шкулӗ пур. Вӗсене квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, интерактивлӑ комплекссемпе тата пысӑк технологиллӗ ытти хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ. Кӑҫал ҫавнашкал тата 61 центр уҫӑлмалла, ҫитес икӗ ҫулта – 128.

Хальхи шкул ачисемпе вӗренекенсем тата студентсем, ӳлӗмрен шӑпах эсир республикӑна малашлӑхалла илсе каятӑр, хӑвӑрӑн пулас ачӑрсемпе мӑнукӑрсем валли ӗҫлеме тата пурӑнма хӑтлӑ майсем йӗркелетӗр.

Сире пурсӑра та Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Кӑткӑс, тӗл-тӗл чӑрмавлӑ, анчах та питӗ илӗртӳллӗ пӗлӳ ҫулӗпе сире ҫирӗппӗн утма, темле пулсан та лайӑх паллӑсем илме, интереслӗ те паллӑ пулӑмсемпе пуян пурнӑҫ сунатӑп!

Воспитательсемпе педагогсене – хавхалану, тухӑҫлӑ ӗҫ, профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ашшӗ-амӑшне, асламӑшӗ-кукамӑшне тата аслашшӗ-кукашшӗне вара – чӑтӑмлӑхпа ҫирӗп ӑс-хакӑл!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев



01 сентября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter