Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нефть тата газ промышленноҫĕн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани
Нефть тата газ промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Нефтьпе газ комплексĕ территорисене аталантармалли пысăк программăсене пурнăҫлассине, ҫынсен пурнăҫ шайне ҫĕклессине тивĕҫтерекен отрасльсенчен пĕри пулса тăрать. Газификаци шайĕпе пирĕн республика федерацин Атăлҫи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăнсене йышăнать.
Паян ҫак профильпе ĕҫлекен предприятисем потребительсене «сенкер топливо» пĕр чарăнмасăр парса тăраҫҫĕ, газ валеҫекен сетьсемпе сооруженисен ĕҫне хăрушсăрлăхăн чи ҫирĕп требованийĕсемпе стандарчĕсене пăхăнса тивĕҫтереҫҫĕ, кулленхи тата малашлăхри ытти тĕллеве пурнăҫлама хастар хутшăнаҫҫĕ, Атăл леш енне газификацилемелли пысăк проекта пурнăҫлаҫҫĕ. Ҫакă – ҫĕр-ҫĕр пин ҫыннăн хăйсене хĕрхенмесĕр тăвакан пысăк ĕҫĕ.
Раҫҫей Президенчĕ пуҫарнипе газификацин тĕп программисĕр пуҫне халăха газификацие вĕҫлеме пулăшмалли хушма мера пурнăҫланать – газ пăрăхне ҫĕр лаптăкĕн чикки таран тӳлевсĕр ҫитермелле. Малтанлăха палăртнă тăрăх, республикăра ҫак мерăпа 3720 кил усă курма пулатарĕ. Халĕ муниципалитетсем ҫак ĕҫсене пурнăҫламалли заявкăсене йышăнаҫҫĕ. Мĕн пур мероприятие 2022 ҫулта вĕҫлеме палăртатпăр.
Сире пире пурне те кирлĕ ĕҫĕршĕн, профессионализмшăн, ырми-канми вăй хунăшăн пĕтĕм чунтан тав тăватăп. Уйрăм тав сăмахĕ – ветерансен ячĕпе. Вĕсем отрасль йăлисене хывнă, вĕсене ҫĕнĕ ăрусене парса хăвараҫҫĕ. Сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ăнăҫу, сывлăх, телей, ырлăх сунатăп.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев