Чӑваш Енӗн пилӗк микрорайонӗ федераци пулӑшӑвӗпе инфратытӑмпа тивӗҫтерӗ

Чӑваш Енӗн пилӗк микрорайонӗ федераци пулӑшӑвӗпе инфратытӑмпа тивӗҫтерӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев бюджет кредичӗсене явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫласси  пирки ыйтăва сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен РФ Строительство министерствине 2022-2023-мĕш  ҫулсем валли проектсене пурнăҫа кĕртме 3,7 млрд тенкĕ кредит илме заявка тăратнă.  Кунсăр пуҫне хушма инфратытăм йĕркелеме палăртнă лимитран тата та «Ҫĕнĕ хула»  района хăтлăлатма 1,7 млрд тенкĕ кредит илме ĕҫ хучĕсене йĕркелет.

Ҫавӑн пек пулӑшу пани кирлӗ инфратытӑма аталантарма, ҫурт-йӗр территорийӗсен илӗртӳлӗхне палӑрмаллах ӳстерме тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынок хаклӑхне шайлаштарма пулӑшать.

"Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийĕн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн ҫӗнӗ йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн регионсене инфратытӑм кредитӗсем парасси пирки йышăнусене тĕпе хурса, строительство процесӗсене хавхалантармалли пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫламалли майсемпе усӑ курнӑ. Комплекслă ĕҫсене тишкерес пулсан, пирӗн Чӑваш Республикин ӑшӑпа, шывпа тивӗҫтермелли тата ытти питӗ кирлӗ объектсене ҫӗнетме май пур", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Ҫĕнĕ ҫурт-йĕрсене хăпартнă чухне тĕп стандартсене пăхăнса пымаллине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Объектсене комплекслă пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă.

«Сӑмахран, ҫывӑх вӑхӑтрах ДОМ.РФ пӗрле Шупашкар хулин агломерацийӗсене аталантармалли планӗ туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ  пурнăҫа кĕрĕ, кунта пирӗн сирӗнпе пӗрле хуласене кӑна мар, ҫывӑхри территорисене те – транспортпа, шывпа тивӗҫтермелли тата ытти лайӑх енсене аталантармалли пӗрлехи принципсемпе стандартсене ҫирӗплетмелле», - тесе каланă вăл.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ темӑсен шутӗнче ҫăмăллăх категориллĕ граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине палӑртнӑ. "Ку патшалӑх тивӗҫӗсен пӗр енӗ тейĕпĕр. Кунта пирӗн сирӗнпе питӗ лайӑх ӗҫлемелле тата ҫынсене  паха та хăтлă ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ҫак ӗҫсене пурнӑҫлас тесе эпир тӑваткал метр хаклӑхне ӳстерессипе тата тӗрлӗ енсемпе пысӑк йышӑнусем турӑмӑр", - палӑртнă Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, 2021 ҫулта Чӑваш Республикинче республикӑри 1387 ҫемье  валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма 1,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.



17 сентября 2021
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter