Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрман ĕҫченĕн кунĕ ячӗпе саламлани

Вăрман хуҫалăхĕпе вăрман промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Вăрман ĕҫченĕн кунĕ - ячĕпе саламлатăп. Чăваш Ен вăрманпа пуян. Ҫавăнпа эпир Раҫҫейре экологи енĕпе чи таса регионсенчен пĕри шутланатпăр. 2020 ҫул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн республика вăрман калăпăшне ӳстерес тĕлĕшпе ĕҫлекен 13 регион йышне кĕчĕ. Пирĕн ҫут ҫанталăк пуянлăхне упраса та анлăлатса пымалла, унпа тивĕҫлĕ усă курмалла. Эпир «Вăрмансене сыхласси» проектăн тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурте пĕрле тăрăшатпăр. Кăҫал ун валли 60 миллион тенкĕ пăхса хунă.

Вăрман отраслĕ лайăх аталанса пырать. Модернизаци енĕпе пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттереҫҫĕ, вăрман техникипе пушар хуралĕн оборудованийĕсем ҫĕнелеҫҫĕ. Пушар хуралĕнче 21 станципе 57 команда вут-кăварпа кĕрешес ĕҫре сыхă тăраҫҫĕ.

Вăрман лаптăкĕ ҫултан-ҫул пысăкланса пырать. Вăрман участокĕсене лайăхлатас тĕллевпе санитарипе сиплев мероприятийĕсем час-час ирттереҫҫĕ. Ҫулталăк пуҫланнăранпа ҫуннă тата тĕп пулнă лаптăксен калăпăшĕ 2,5 гектар таран чакнă. Атăл леш енчи ҫунса кĕлленнĕ вăрмана ҫĕнĕрен чĕртнĕ. Вăрман комплексĕпе усă курас енĕпе улшăнусем пулаҫҫĕ, вăрман производствинче ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртме тытăнчĕҫ.

Сире вăрман хуҫалăхĕнче чуна парса ĕҫленĕшĕн тав тăватăп. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫламашкăн ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей сунатăп!

       

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                            Олег Николаев



18 сентября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter