«Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ регионшӑн ҫӗнӗ конкурентлӑ майсем йӗркелет», – тенĕ Олег Николаев

«Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ регионшӑн ҫӗнӗ конкурентлӑ майсем йӗркелет», – тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  травматологи, ортопеди тата эндопротезировани Федераци центрĕнче ҫĕнĕ корпусăн строительство ĕҫĕпе паллашнă. Харăсах палăртнă объекта хăна ҫуртĕ те хута кайĕ.   Строительство ĕҫне 2020 ҫулта пуш уйăхĕнче пуҫланă.  Паянхи куна палăртнă ĕҫсенчен 96 процентне пурнăҫа кĕртме те ĕлкĕрнĕ.   Фасада йĕркеленĕ, ăшăпа тивĕҫтернĕ, ҫуртăн шалти пайне хăтлăлатассипе строительсем тăрăшаҫҫĕ.

Ҫĕнĕ корпусра амбулатори уйрăмĕ пулĕ, операци тума ятарлă условисем те йĕркеленĕҫ. Ҫĕнĕ объектра пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе чирлисене тивĕҫтерĕҫ. «Ҫулсерен центрта  Раҫҫейри 50 регионтан ҫынсем тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсене илеҫҫĕ, 8 пин ытла ҫынна операцисем туса сывлăха упраса хăварма витĕм кӳреҫҫĕ специалистсем. Ют ҫĕршывсенчен те килсе сипленекенсем сахал мар.  Енчен те ҫĕнĕ корпус хута кайсан, ҫулталăкне 10 пин ҫынна операци тума май пулĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Николай Николаев.   «Шанатпăр,  ҫĕнĕ ҫул хыҫҫăн,  хушма корпусра чирлисене те йышăнма пултарассине», – тесе каланă вăл.  

Медицина реабилитацийӗн корпусӗ федераци пулӑшнипе ҫӗкленет, хăна ҫурчĕн комплексне  бюджета кĕмен укҫа-тенкĕпе хута яма палăртнă.

Гостиница комплексӗн пулăшăвĕпе чирлĕ ҫынсемпе пĕрле региона килнисем усă курма пултараҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пысăк учрежденийĕнче тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн ырланă. «Эсир – пысăк профессионалсем, ҫав тери тăрăшуллă та чăтăмлă ҫынсем, сирĕн алăра – этем пурнăҫĕ», – тенĕ вăл.

"Медицина учрежденийӗпе ӗҫлесе илнӗ укҫа-тенкӗпе пӗрле ӗҫлекенсен ӗҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшни савӑнтарать, центра аталантарма тăкакланни аван", – палӑртнӑ вӑл.

Республика Правительстви сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме яланах хатĕр. Регионта медицина аталантăр тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ. «Эсир хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе Чăваш Ен халăхĕн – пирĕн регионăн тĕп пуянлăхĕн – пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассине калама çук пысăк тӳпе хыватăр. Пирĕн регионти сывлăх сыхлавĕн учреждеинийĕсем лайăх вăй илсе аталанса пыраҫҫĕ. Ытти субъектсем умĕнче тĕслĕхре тесен те йăнăш мар пулĕ», – тенĕ пуҫлăх.  

Ҫитес вăхăтри тĕллевсем те пĕчĕк мар. Нейрохирурги енĕпе пысăк технологиллĕ ятарлă уйрăмсем хута яма палăртнă. Пуҫ ыратнипе чирлисене сиплеме хăтлă условисем йĕркеленесси те куҫ кĕретех пулĕ.

Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулта ҫĕртме уйăхĕнчен пуҫласа республикăри медицинăн пур организацийĕ çине хушма тиев, пысăк яваплăх йăтăнса анчĕ. Ҫав шутрах ҫак палăртнă учрежденире те кăшăл вируспа чирлисене валли ятарлă уйрăмсем хатĕрлесе панă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   РФ Президенчĕн Хисеп грамотине Центрăн тĕп врачĕ Николаев Николай Станиславович тивĕҫлĕ пулнă. Сывлăх сыхлавĕнче тава тивĕҫлĕ ĕҫсемпе палăрнăшăн, тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса мĕнпур ĕҫсене туса пынăшăн, халăхăн сывлăхне упрама пархатарлă та яваплă ĕçпе çыхăнтарнă, чун пахалăхĕсемпе пуян тата чуна парса ĕçлеме тăрăшакан Сюндюков Айрат Рашитович тивĕҫнĕ.  



17 сентября 2021
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter