"Кашни суйлавҫӑ хӑй ирӗкӗпе сасăлани питӗ кирлӗ", - тенĕ Олег Николаев

"Кашни суйлавҫӑ хӑй ирӗкӗпе сасăлани питӗ кирлӗ", - тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  хăйĕн мӑшӑрӗпе Наталья Алексеевнӑпа Шупашкар районӗнчи  Ҫĕктер поселокĕнчи  1705 №-лӗ суйлав участокӗнче сасӑланă.

Олег Николаев кашни суйлавҫӑ сасӑлава хутшӑма кирлин пӗлтерӗшне  уҫса панă. «Сасӑлава хутшӑнса эпир Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине пурнӑҫлатпӑр», – палӑртнӑ Пуҫлăх.  «Хамӑр сасӑсемпе эпир ҫӗршыв, республика аталанӑвӗн векторне ҫитес пилӗк ҫуллӑха ҫирӗплететпӗр», – тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи суйлав кампанийӗ халӑх, регион тата ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлес ӗҫре кам мӗнле принципсене пӑхӑннине кăтартса панине асăннă.

"Чӑваш Ен ҫирӗп аталантӑр, регион территорийӗнче халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевсем йӗркеллӗн пурнӑҫланччӑр тесе сасăларăм. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме профессионалсем кирлĕ.  Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене Чăваш Республикин аталанăвĕн программинче те пăхса хăварнă", – тенӗ вӑл.

Суйланнă депутатсем «анлă правительство» йышне кĕрĕҫ.  Палăртса хăваратпăр, ку ăнлава юридици мелĕпе ҫирĕплетмен, ӑна  йĕркелесе пыракан  ĕҫ ушкăнĕ тейӗпӗр.  Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă Олег Николаев.

«Суйлав иртсен депутатсемпе пĕрле пухăнса актуаллă ыйтусене сӳтсе явăпăр.  Ĕҫсене епле йĕркелесси пирки те канашлăпăр.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем халăхпа тачă ҫыхăннă.  Вӗсем пирĕн плансене ҫынсем патне илсе ҫитерĕҫ. Халăх сĕнĕвĕсене шута илсе хăш-пĕр тӳрлетӳсем тума та витĕм кӳрĕҫ.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем республика Правительствин пайташĕсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе  пĕрле  проектсене хатĕрлеме пулăшĕҫ, халăх ыйтăвĕсене татса парассишĕн ырми-канми тăрăшĕҫ.  Йышăнакан проектсене федераци шайĕнче пăхса хăвармалли, Чăваш Ен территорийĕнче палӑртнӑ ĕҫсене пурнăҫламалли майсем йӗркелӗҫ», – тенĕ Олег Николаев.  

 



17 сентября 2021
13:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter