Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Химпром" ПАО юбилейпа саламланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Химпром" ПАО юбилейпа саламланă

Ҫĕршыври хими индустрийĕн предприятийӗсенчен пĕри «Химпром» ПАО  60 ҫул тултарнă. Предприяти, ыттисемпе танлаштарсан, чăнласах та малта пыраканнисенчен пĕри пулса тăрать. Ҫĕршывра усал амак чир алхаснине тĕпе хурса, пĕлтĕр ҫак мероприятине ирттереймен.

  Палăртма кăмăллă, организаци паян та курăмлă ĕҫлесе пырать. Кунта тăрăшакансене юбилей ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев килсе ҫитнĕ, вĕсене вăл тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă, малашне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал суннă.  Предприятинче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшса ĕҫленине те каланă Пуҫлăх. «Чăваш Республикин Правительстви юлашки ҫулсенче пысăк предприятисемпе уйрăмах тимлĕ ĕҫлеме тӑрӑшать, пĕрлехи ĕҫсен планне сӳтсе явать, вĕсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек условисем йĕркелессишĕн вăй хурать.  Плана хатĕрленĕ чухне инвестици проекчӗсем пирки тĕплĕн сӳтсе яватпăр.  Патшалăх влаҫ органĕсенче вăй хуракансен  вĕсене епле пулăшу памалли пирки те канашлатпăр.  Пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесен, кăтарту яланах пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче предприятинче вăй хуракансене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Паянхи пурнăҫ таппинче «Химпром» ыттисемшĕн тĕслĕхре. Регион экономикин аталанăвне пысăк тĕрев парать.  Проектсене пурнăҫа кĕртессипе капмар плансем пăхса хăварнă. Предприяти кӳршĕллĕ регионсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех. Халăх валли вĕсем пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем тăтăшах хатĕрлеҫҫĕ. Специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассишĕн те ҫине тăрсах вăй хураҫҫĕ.  Ĕҫне кура – хаклавĕ те теҫҫĕ халăхра. Апла пулсан, предприятинче тăрăшакансен ĕҫ укҫин шайĕ те пысăк пулни паха. Специалистсем ҫакна пĕрре мар ҫирĕплетеҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Предприятин юлашки икĕ ҫулхи ĕҫсен кăтартăвĕпе «Химпром» ПАО директорсен канашĕн Председателĕ Ярослав Кузнецов  тĕплĕн паллаштарнă. «Юлашки икĕ ҫул хушшинче предприяти пысăк утăмсем тума пултарчĕ. Ҫĕршывра халиччен пулман производствӑна хута ячĕ. Пуласлăхри ĕҫ планĕ те пысăк.  Пирĕн таварсене Раҫҫейри мĕнпур предприяти хапăл тусах йышăнать, вĕсен пахалăхĕ пысăк тесе ҫирĕплетет», – тенĕ вăл. 

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. Предприятире тăрăшакансене саламлама ҫĕршыври паллă,  РФ тава тивĕҫлĕ артисчĕ Олег Газманов килсе ҫитнĕ.

Кĕскен: «Хипром» ПАО социаллă пĕлтерĕшлĕ организаци шутланать.  Кунта 150 тĕрлĕ тавар калăпласа кăлараҫҫĕ, ҫапла майпа республика, муниципалитет экономикине тарăн витĕм кӳреҫҫĕ.    Паянхи куна илес пулсан, предприятире 3,5 пин ытла ҫын тăрăшать.  Водород пероксичӗн производстви Раҫҫейре чи пысăккисенчен пĕри.     Таварсем тĕнчипех анлă сарăлнă, вĕсене экспорта куҫарассипе те курăмлă тăрăшаҫҫĕ.    Тĕнчери 37 ытла ҫĕршыври  предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет ҫӳлерех асăннă предприяти.    Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те ĕҫлени куҫ кĕретех. Патшалăх программисене тĕпе хурса ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес, импорта улăштарас, цифра экономикине аталантарас, промышленноҫа вăй илтерме пулӑшас енӗпе тăрăшни  те палăрать.



18 сентября 2021
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter