Олег Николаев экотуризма аталантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă

Олег Николаев экотуризма аталантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Ҫĕмĕрле хулинче Вăрман  хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă. «Сире професси уявĕ - Вăрман ĕҫченĕн кунĕ - ячĕпе саламлатăп. Чăваш Ен вăрманпа пуян. Ҫавăнпа эпир Раҫҫейре экологи енĕпе чи таса регионсенчен пĕри шутланатпăр», тенĕ хăйĕн саламĕнче вăл, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чысланă.  

«Вăрманпа пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлемелле.  Ĕҫлекенсен шалу укҫине те ӳстерсех пымалла. Пирĕн ҫут ҫанталăк пуянлăхне упраса та анлăлатса пымалла, унпа тивĕҫлĕ усă курмалла. «Вăрмансене сыхласси» проектăн тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурте пĕрле тăрăшатпăр», тесе палăртнă Олег Николаев.   

 
Тупăш паракан ҫул-йĕрсене шыраса тупса, вĕсемпе тĕллевлĕн тăрăшмалла. Вăрмана упрасси ҫине те тимлĕх уйăрмалла. Тĕлли-паллисĕр вăрмансене пĕтерме юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла.

«Экотуризм паянхи пурнăҫра пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ку енпе ытларах ĕҫлемелле, ыйту приоритетлă. Вăрман участокĕсене лайăхлатас тĕллевпе санитарипе сиплев мероприятийĕсем час-час ирттереҫҫĕ. Атăл леш енчи ҫунса кĕлленнĕ вăрмана ҫĕнĕрен чĕртнĕ. Вăрман комплексĕпе усă курас енĕпе улшăнусем пулаҫҫĕ, вăрман производствинче ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртме тытăнчĕҫ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет.  Кун пирки те тепĕр хут асăнса хăварнă вăл хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Вăрман отраслĕ лайăх аталанса пырать. Модернизаци енĕпе пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттереҫҫĕ, вăрман техникипе пушар хуралĕн оборудованийĕсем ҫĕнелеҫҫĕ. Нормативлă база йĕрки тĕпрен ҫĕнелсе улшăнса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Ĕҫсене ҫапла йĕркелени – тухăҫлăха ӳстерме витĕм кӳрĕ.  

Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов хăйĕн докладĕнче республика Раҫҫейре экологи енĕпе чи таса регионсенчен пĕри шутланнине, 2020 ҫул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн республика вăрман калăпăшне ӳстерес тĕлĕшпе ĕҫлекен 13 регион йышне кĕнине каланă. «Пирĕн ҫут ҫанталăк пуянлăхне упраса та анлăлатса пымалла, унпа тивĕҫлĕ усă курмалла», – тенĕ вăл.

Атăлҫи федераци округĕнчи вăрман хуҫалăхĕн Департаменчĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Сергей Ковалев  Чăваш Енре вăрмансем ҫуннă тĕслĕхсем пулманпа пĕрех тесе каланă, ыттисемпе танлаштарсан ҫунса кĕлленнĕ лаптăксем чи пĕчĕкки пулнине асăннă.  Апла пулсан, вăрмансене упрас тесе специалистсем сыхă тăни куҫ кĕретех.   

Паянхи куна илес пулсан, пирĕн регионта вăрмансене пушартан сыхлама ятарлă техникăсем ҫителĕклĕ. Вăрман техникипе пушар хуралĕн оборудованийĕсем ҫĕнелеҫҫĕ. Пушар хуралĕнче 21 станципе 57 команда вут-кăварпа кĕрешес ĕҫре сыхă тăраҫҫĕ. Видеосăнавсем те пур республикăра, вĕсем пурĕ – 5, вăрмансене пушартан сыхлаҫҫĕ. Халăхпа ҫыхăну тытмалли условисем те хатĕрленĕ, «Тӳрĕ лини» кунĕ- ҫĕрĕпе ĕҫлет.

Кăҫал республикăра типĕ ҫанталăк пулчĕ. Профилактика мероприятийĕсене тăтăшах ирттернĕ, ҫакă вара пысăк инкексем пулассинчен ҫăлса хăварнă.  Палăртнă кун вăрман хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсем Спартакиада ирттернĕ.  «Ҫакнашкал мероприятисем ирттерни професси пĕлĕвне ирттерме витĕм кӳрет, ăсталăха анлăлатма пулăшать, тава курăмлăха та ӳстерсе пыма аван. Пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлеме вĕрентет», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

  



20 сентября 2021
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter