«Праски Витти – ӳнерҫĕ, вӑл чӑваш культурипе искусстви ҫинчен тӗрлӗ чӗлхепе тӗрлӗ çӗршывсенче паллаштарнă», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Праски Витти – ӳнерҫĕ, вӑл чӑваш культурипе искусстви ҫинчен тӗрлӗ чӗлхепе тӗрлӗ çӗршывсенче паллаштарнă», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче "Праски Витти: живопиç, графика, эмаль" курава уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Паллă пулăма  РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виталий Петров (Праски Витти) çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.

«Эсир, чăннипех те пысăк ăстаҫă.  Пурнăҫ таппипе тӳр килсе пурăнатăр. Сирĕн ӳкерчĕксенче пĕтĕмпех пурнăҫ хайланнă. Эсир чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Чăваш культурипе, йăли-йĕрки ҫинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ. Тĕрлĕ ҫĕршывсенче ăна кăтартса пама пултартăр. Чăваш халăхĕ пирки тĕрлĕ чĕлхепе ăсталаса ҫырса кăтартма та пĕлтĕр. Ку вара чи пĕлтерĕшли. Чăнах та, эпир унпа тивĕçлипех мăнаçланатпăр», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Юбилей куравĕнче ӳнерçĕн 250 ытла произведенийĕ вырăн тупнă. Вĕсен хушшинче çĕнĕ ĕçĕ те чылай. Виталий Петрович монументпа декоративлă ĕçсен (мозаика, витраж, керамика) авторĕ пек паллă. Картинисем тĕрлĕ çĕршыври куравсене хутшăннă. Юлашки ҫулсенче  вăл пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен куравсенче ытларах хутшăннă. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – Кипăрта. Вăл чăваш темине тĕплĕн ҫутатса панă.   Чăваш халăх историйĕ унăн сăн ӳкерчĕкĕсенче малти вырăнта тăрать.  Паянхи пурнăҫа та вăл тĕпе хурса сахал мар ӳкерчĕк сăнарлать.  Пуҫласа республикăра Праски Витти эмальпе усă курса сăнарсене хайланă, пысăк ҫитĕнӳсемпе тĕнче шайĕнче палăрнă.

«Пирĕн тĕллев – культурăна тĕрев парасси.  Йăла-йĕркесене упраса, ламран лама куҫарса ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырасси», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Йăла-йĕркесене тытса пырсан, тĕп пуянлăха ăша хывса пурăнма пĕлсен – эпир тата та вăйлăрах пуласси никама та иккĕлентермĕ. Малалла ҫирĕппĕн утăпăр, пысăк кăтартусем патне ăнтăлăпăр», тенĕ сăмаха ҫавăрса вăл.

Олег Николаев республика Правительстви Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнчен паллă ăстаҫăн хăш-пĕр картинисене туянма кăмăл тунине пĕлтернĕ.  «Музей фондне ӳкерчĕксем пуянлатма витĕм кӳреҫҫĕ, чăваш халăхне, унăн культурине тата та анлăрах сарма май параҫҫĕ, тĕнче шайне ҫитерме информаци технологийĕсем пулăшса пырасса та шансах тăратпăр»,  тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Куравра питĕ кăсăклă сăн ӳкерчĕксем пур. Вĕсем тĕрлĕ аудиторине кăсăклантарасса шансах тăратпăр. Тĕпчевҫĕсем, педагогсем, ӳнерҫĕсем, студентсем, туристсем, Чăваш Ене курма килекен хăнасем тăтăшах вĕсемпе паллашма кăмăл туни те куҫ кĕретех.



20 сентября 2021
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter