Вакцинацине анлăрах сарма май паракан цифра сервисĕсемпе усă курма сĕннĕ Олег Николаев

Вакцинацине анлăрах сарма май паракан  цифра сервисĕсемпе  усă курма  сĕннĕ Олег Николаев

Кашни эрнере пулакан планеркăра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ регионта кăшăл вирус инфекцийӗ сарăлса пынине асăннă, сиплев учрежденийĕсенче сахал мар ҫын пулнине кура, хăш-пĕр ҫирĕплĕхсем пулма пултарасса асăннă.

«Пирĕн тĕллев тухăҫлă механизм йĕркелесе ярасси. Кăшăл вируспа кĕрешме условисем йĕркелесси, мероприятисене яланхи пекех ирттерсе пыма майсем тăвасси ыйту та кун йĕркинчех ҫивĕч тăрать», - тенĕ Олег Николаев.  

Хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесессĕн, халăха хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăни те витĕмлĕ. Цифра сервисĕсемпе анлăн усă курма тăрăшмалла.  

«COVID-19  чиртен сыхланас тесе тунă вакцинаци пирки QR-код параҫҫĕ. Унпа вара ҫынсем халăх йышлă пухăнакан вырăнсене те ҫӳреме пултарайраҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев.

Чăваш Республикин  Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви цифра платформине йĕркелеме шутлать. Чиртен асăрханас тĕлĕшпе тунă сертификатсем пирки унта тĕплĕ хыпарсем пулĕҫ тата ытти те.   

"Цифра платформи бизнес-процессене питӗ хӑвӑрт аталантарма, учет политикине вакцинациленӗ политикӑна тытса пыма, ҫавӑн пекех граждансене вакцинацилеме тӗрлӗ майсем туса хума май парать", - ӑнлантарнă Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.

Учрежденисене ҫӳренӗ чухне смартфон ҫителӗклӗ пулӗ, Патшалăх пулăшăвĕ тытӑмра палӑртнӑ йĕркепе QR- код пур.

Тытӑмӑн ӗҫне авăн уйăхĕн 25-мӗшӗнче, Сывлӑх тата спорт кунӗнче, 13 пилотлӑ спорт учрежденийӗсенче туса ирттереҫҫӗ: пропуск тӳлевсĕр пулĕ, QR-кодпа кĕртеҫҫĕ.



20 сентября 2021
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter