«Урамра, ҫул-йӗр ҫинче пурин те тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, йĕркесене ҫирĕп пăхăнмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Урамра, ҫул-йӗр ҫинче  пурин те тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, йĕркесене ҫирĕп пăхăнмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш Ен «Хăрушлăхсăр эрни» Пĕтĕм Раҫҫейре ирттерекен акцине хутшăннă.

Авăн уйăхĕн 21-мӗшӗнче шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем тата педагогсем валли ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн Пӗрлехи кунӗнче Шупашкар хулинчи ача-пӑча тата ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн базинче ҫамрӑк инспекторсен отрячӗсем хутшӑннипе савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.

"Эрнене хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене халалланӑ. Ку тӗрӗс те кирлӗ. Хӑрушсӑрлӑх шкулсенче хӑтлӑ условисем туса хурассипе, вӗсене модернизацилес, хушма пӗлӳ парас енӗпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрсемпе пӗрлех пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кашни ача хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курма тата пурнӑҫ тӑрӑх ҫирӗппӗн утма пултартӑр, хӑйне хӳтӗллӗн туйтӑр тата вӗренӳ процесӗн пӗтӗм инфратытӑмӗ те ҫавӑн пек май пама пултартӑр",  палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи республика "Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӗрле" проекта хутшӑнакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

"Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн енӗпе пӗлӳ тата ӑсталӑх илме майсем анлӑланччӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр, ҫӗнӗ лабораторисем уҫӑлӗҫ, хальхи сервиссемпе инструментсем пулĕҫ»,  тенĕ Олег Николаев.  «Куҫса ҫӳрекен транспортсем йышлансах пыраҫҫĕ,  халӑхӑн право пӗлӗвӗпе право культурин шайне ӳстерес тӗлӗшпе ҫине тӑрсах ӗҫлени кирлӗ. Урамсенче тата ҫул-йӗр ҫинче йӑвашшӑн тытни кашнин норма пулса тӑмалла",  тенĕ вăл.

Республика Пуҫлӑхӗ Вӑрнар районӗнчи "Сигнал" юхӑмӑн ҫамрӑк инспекторӗсен командине – 2021 ҫулхи республика фестивалӗн ҫӗнтерӳҫине, Краснодар крайӗнчи "Орленок" Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча центрӗнче юпа уйăхĕн 5-25-мĕшĕсенче иртекен ҫамрӑк инспекторсен слетне хутшӑнма сертификат панӑ.

Ҫамрӑк инспекторсене Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-майорӗ Виктор Шметков тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ  вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева тав сӑмахӗсем каланă.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫамрӑк инспекторсен ,  "Туссем правилăсене пĕлеҫҫĕ,  апла пулсан вӗсене пӗлетӗп, эпӗ те!" квест,  ҫавӑн пекех "Хӑрушсӑрлӑх  лабораторийӗ" комплексӗн базинче вӗрентӳсем иртнĕ.

 



21 сентября 2021
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter