Вӑрнар районӗнче хутса ăшăтмалли тапхăра япăх хатĕрленнине палăртнă Олег Николаев

Вӑрнар районӗнче хутса ăшăтмалли тапхăра япăх хатĕрленнине палăртнă Олег Николаев

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра каланă.  Ку хутĕнче Вăрнар район администрацин пуҫлăхне ҫитменлĕхсем пирки асăрхаттарса хăварнă.  Газпа усă курнăшăн муниципалитетăн 18,3 млн тенкĕ пухăнса кайнă. «Тивĕҫлĕ доклад сирĕнтен кĕтетĕп. Парăмҫăсемпе мĕн тума шутлатăр.  Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», – тесе асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.  Халăха вăхăтра аса илтерсе тăмалла, профилактика ĕҫĕсене те йĕркелемелле. Енчен те инкек сиксе тухсан, ăна сирсе яма ҫăмăлах мар.  

Палăртса хăваратпăр, яланхиллех муниципалитетсен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕ – газшăн парăмсем пухăнса кайни.  Ҫут ҫанталăк газĕпе усă кураҫҫĕ, анчах та тӳлеве вăхăтра парса пыманни вара пурсăмăра та пăшăрхантарать.  

«Газпром межрегионгаз города Чебоксары» ТМЯО тата «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче  кăҫалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пĕрлешĕвĕсен парăм виҫи 1,6 млрд тенкĕ пухăнса кайнине пĕлтернĕ.  Чи нумай парăм – Элĕксен, Вăрнарсен, Куславккасен, Красноармейскийсен, Хĕрлĕ Чутайсен, Сĕнтĕрвăррисен, Пăрачкавсен, Шупашкар, Ҫĕмĕрле районĕсен, Улатăр, Канаш, Ҫĕмĕрле, Шупашкар хулисен.       

Пĕтĕмĕшле республикăра нумай хваттерлĕ 3 026 ҫурта ăшăпа тивĕҫтернĕ, вăл пĕтĕмĕшле объектсенчен 61 процент шутланать.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене 87 процента ҫити ăшăпа тивĕҫтернĕ. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче мĕнпур объектсене ăшă илсе ҫитернĕ, лару-тăру Канашра, Шупашкарта, Улатăр районĕнче те аван. Палăртнă муниципалитетсенче вăхăтра халăха ăшăпа тивĕҫтернĕ.



21 сентября 2021
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter