Чӑваш Енре "Авангард" патриотизм центрне туса хурӗҫ

Чӑваш Енре "Авангард" патриотизм центрне туса хурӗҫ

 «Добровольное общество содействия армии, авиации и флоту России»  Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн председателĕпе Александр Колмаковпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Икĕ ен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси ҫинчен калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Енре «Авангард» патриотла центр пуласси пирки паллă пулнă.   

«Килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ хыҫҫăн, ҫĕнĕ шая тухăпăр.  Патриотла юхăма аталантарассипе ĕҫсем курăмлă пулассине те пĕлсех тăратпăр.  Раҫҫей Миноборони тĕрев панине кура, «Авангард» патриотла центр вăй илсе аталанса пыни те куҫ кĕретех.  Ҫакă вара шкул ачисен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул-йĕр ҫине тăма, воспитани тĕлĕшĕн те витĕм кӳни куҫ кĕретех», – тенĕ Олег Николаев.  

2022-мĕш ҫулта Ҫĕрпӳ  районĕнче «Звездный» ачасен сывлăхне ҫирĕплетме май паракан лагере  тĕпрен юсав ĕҫне туса ирттерме плана кĕртнĕ.  Вăл базăра шăпах та, «АВАНГАРД» Центр хута ярасшăн.  Унта яшсене ҫара кайма хатĕрлĕҫ.  

Александр Колмаков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсене  «ДОСААФ России» тачă ҫыхăнса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Малашнехи пĕрлехи ĕҫре «Авангард» ҫĕнĕ тытăм хушма условисем йĕркелесе пыма май парасса шанса каланă.  

«Программа туса хатĕрленĕ. Чи кирли пире вĕрентӳ процессне йĕркелесе пыма шанаҫҫĕ. Ку вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хушма ĕҫ вырăнĕсем те йĕркеленесси паллă», – тесе каланă «ДОСААФ» председателĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫитĕнекен ăрăва ҫĕршыв пуласлăхĕ тесе асăннă. «Эпӗ хам та ҫав шкула ҫӳреттӗм. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ питӗ усӑллӑ пулнӑ, чи кирли вара - ҫамрӑк ҫынсем ҫарта тухӑҫлӑ ӗҫленӗ кӑна мар, професси илнӗ те пурнӑҫ тӑршшӗпе  тĕрĕс ҫул-йĕрпе утма вӗреннӗ. Чи кирли - Тӑван ҫӗршыва хытӑ юратни тата ăна парăнса пурăнни", – палӑртнӑ вӑл. Паянхи куна Чăваш Республикин территорийĕнче авиаци спорт клубĕ ĕҫлет.  Ҫарпа патриот клубĕсем – 10. Тăтăшах республикăра 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереҫҫĕ, воспитани тĕлĕшĕнчен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма  пулăшаҫҫĕ.



22 сентября 2021
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter