Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Машинӑсем тӑвакан отрасль – Чӑваш Республикин промышленноҫ комплексӗн никӗсӗ, вӑл тирпейлекен производствӑсен тытӑмӗнче тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать.

Паян республикӑн машинӑсем тӑвакан отраслӗнче 20 пин ҫын вӑй хурать. Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра, пысӑк опытӑрпа ӑсталӑхӑра пула пирӗн предприятисем производство хӑватне ӳстерсе пыраҫҫӗ, чылай отрасльпе сферӑра кирлӗ, ҫав шутра чикӗ леш енче те ыйтакан ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.

Ҫакнах цифрӑсем те ӗненмелле ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх асӑннӑ отрасль таварӗсен экспорчӗ АПШ 23 миллион долларӗ чухлӗ пысӑкланнӑ. Ҫак кӑтартусем малашне тата та ӳссе пырассине шанса тӑратӑп. Чӑваш Енре туса кӑларакан машинӑсемпе техника тӗнче шайӗнчи конкуренцие тивӗҫлипе хутшӑнаҫҫӗ.

Сирӗнтен кашнинех профессие парӑннӑшӑн, республика экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан машинӑсем тӑвакан отрасле аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫитӗнӳсемпе аталану, ҫӗнӗ шухӑш-тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев

 



23 сентября 2021
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter