Оперативлă штаб тата террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ

Оперативлă штаб тата террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ

 Оперативлă штаб тата террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле Раҫҫей ФСБ  Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Альберт  Савинцев ирттернĕ. 

 Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем пăшалпа усă курассипе ҫыхăннă ҫирĕп йĕрке пирки тĕплĕн ыйтăва сӳтсе явнă.  Саккунсен базине ҫĕнетме тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă.  Халăх тепĕр чухне ытлашшипех пăшал илсе хуҫалăхра тытма тăрăшать. Мĕнпур кăмăл тăвакан ҫынна тен ятарлă хатĕре туянма ирĕк памасан та вырăнлă пулĕ. Сахал мар усал тĕслĕхсем ҫĕршывра пулкалаҫҫĕ. Ахаль ҫынсем сăлтавсăр пăшал туянса, хăйсене кирлĕ пек усă курни – инкек патне илсе тухни те куҫ кĕретех.   Ыйтăва тимлĕхсĕр хăварма юрамасть.

«Паян черетсĕр канашлăва ирттернин сăлтавĕ Пермьре пулса иртнĕ пăтăрмахпа ҫыхăннă.   Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри.  Вĕренӳ учрежденийĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.      

Хусанта хăй вăхăтĕнче пулса иртнĕ инкек хыҫҫăн, сахал мар  комплекслă йышăнусем пăхса хăварнă. «Вăл ҫивĕч мерăсене пирĕн те тарăн тишкермелле, федераци сĕнĕвĕсене те тĕпе хумалла.  Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн пурин те сыхă тăмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Районсемпе хуласенче сахал мар ача сачĕсемпе шкулсем. Унта ĕҫлекенсен право хуралĕн йĕркинче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле, профилактика ĕҫне тăтăшах йĕркелемелле.  Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине тарӑнрах мониторинг хатĕрлеме сĕннĕ,  усал ĕҫ тăвакан ушкӑнӗсене тупса палӑртассинче те хушма мероприятисен комплексне туса хатӗрлеме хушнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳпе ҫамрӑксен политикин  министрĕ Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли стандартсем вӗренӳ организацийӗсене модернизацилемелли анлӑ программӑра та пур.

"Эпир стандарта ҫирӗплеттӗмӗр. Ҫак стандарта уйрӑм графа хӑрушсӑрлӑх тесе  кĕртсе хăварнă. Видео сӑнавсем, пушар сигнализацийӗ йӗркеленĕ, урӑхла каласан, мӗн тумаллине пурне те хатĕрлесе ҫитернĕ", – палăртнă вӑл. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пур шкулсенче те, техникумсенче те, вузсенче те адреслӑ уйрӑм профилактика иртет.



23 сентября 2021
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter