Санкт-Петербургри сквера чӑвашсен паллă архитекторĕ Петр Егоров ятне панă

 Санкт-Петербургра Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснĕ паллă архитектора   Петр Егорова хисеплесе сквер ятне панă.    Кун пирки ĕҫ хутне Санкт-Петербургăн губернаторĕ Александр Беглов алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

«Пирĕншĕн ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ентешĕмĕрсемпе мăнаҫланма чăнласах та сăлтав пур.  Тăван ҫĕре, историпе культурăна аталантарса ламран лама куҫарса пырас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕ ентешĕмĕр. Пирĕн халăх пирки тĕнчипех пĕлтернĕ.  Пысăк тав сăмахĕсене ҫавăн пекех Санкт-Петербург губернаторне Александр Дмитриевич Беглова  калатăп.  Вăл уйрăмах пысăк хисепе тивĕҫ.  Культура енĕпе ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлессе шанатăп.  Социаллă пунăҫпа экономикăна аталантарассипе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те пĕрле килĕшсе ĕҫлессине ĕненетпĕр.  Икĕ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну сарăласса пĕлсех тăратпăр. Питĕрти йăхташăмăрсен кун-çулĕ пире уйрăмах ҫывăх», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Палăртса хăваратпăр, пирĕн республикăра 2022-мĕш ҫула паллă ентешĕмĕрсене халаллас тесе ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Шăпах та, ҫак пулăм пуҫласа ҫулталăка палăртса пурнăҫланă ĕҫсенчен пĕри пулса тăрать те.    Питĕрти наципе культура автономийĕ те наци культурине ăса хывма чылай пулăшать.

Петр Егорович Егоров – Чăваш Енĕн паллă ҫынни, тĕнчипех ăна архитектор пулса ĕҫленине пĕлеҫҫĕ. XVIII-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш ҫурринче уйрăмах унăн ĕҫĕсем анлă сарăлнă.   Кун пирки чăнласах та строитель тытăмĕнче ĕҫлекенсем анчах мар, ыттисем те ырăпа калаҫҫĕ. Ҫĕршыври пысăк керменсене: Хĕллехи кермен, Смольнăй монастырĕ,  Штегельман ҫурчӗ, Мраморнăй керменĕ  тата ытти объектсене вăл ăсталаса хайланă, архитектор пулса, пысăк тӳпе хывнă.   



23 сентября 2021
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter