Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ антиковид мерисене вăйлатасшăн

Паян республикăри Оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Яланхиллех ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.  Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйту кăшăл вирусран асăрханасси, профилактика мероприятийĕсене пăхăнасси, кирлĕ пек мерăсене пăхса хăварасси.  Усал амак чирĕпе аптракансен йышĕ кунран- кун ӳссе пынине шута илсе, хушма чарусем пулма пултарасса асăннă вăл канашлу ĕҫне пуҫланă май.

«Тĕлĕнмелле япала пулса тухать,  вакцина республикăра ҫителĕклĕ, анчах та халăх мĕн сăлтавпа вакцинациленменни пурсăмăра та шухăша ярать.  Кăтарту пысăк марри те ҫакнах ҫирĕплетет», тесе каланă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

«Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Наци кроссĕ иртет. Ку мероприятине ирĕксĕрлесе ҫынсене хутшăнма ыйтмалла мар.  Официаллă ҫынсем пулмасан та юрĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, торжествăлла майпа, яланхи йăлана кĕнĕ пек тен йĕркелеме те кирлĕ мар пулĕ», тенĕ Пуҫлăх.  

«Ҫитес вăхăтра массăллă мероприятисене ирттерессине пăрахăҫламалла.  Нумай ҫынна пĕр ҫĕре пухăнассинчен сыхă тăмалла, йĕрке пур ҫĕрте те хуҫалансан аван. Чире ун чухне тен парăнтарма шанăҫ пур. Унсăрăн, инкек сиксе тухасси те часах», тенĕ ертӳҫĕ.

«Мобиллĕ ушкăнсен ҫирĕп йĕркепе ĕҫ-пуҫа асăрхаса тăмалла. Йĕрке пăсакансене те вăхăтра тупса палăртмалла.  Халăх хăрамасть чир-чĕртен. Тепĕр тесен, йĕрке пăсакансене те явап тыттарманни – вĕсене ҫапла тума хистет пулĕ. Кĕтмен ҫĕртен кирек-епле районпа хулана та ҫитсе тĕрĕслев ирттерĕпĕр», тесе каланă вăл.  Кăшăл амак чирне сарăлассинчен йышăннă кирлĕ пек ҫирĕп мерăсене пăхăнмасан  тата та ҫирĕпрех явап тыттарĕҫ.

Чăваш Республикин Информаци политикин министерствине эрне хушшинче билетсене туяннă чухне QR-кодсем тĕрĕслеме май тумалли механизм йĕркелеме сĕннĕ.  Енчен те ҫынсен    COVID-19 чиртен асăрханса ятарлă вакцина туни пирки справка пулмасан, вĕсене билетсемпе тивĕҫтерессине пăрахăҫлама пултарĕҫ. «Тепĕр эрнерен культура учрежденийĕсене ятарлă QR-код пуррисене ҫеҫ кĕртме тытăнĕҫ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Енчен те халăх хăш-пĕр культура учрежденийĕсене мероприятине кайма билетсем туяннă пулсан, вĕсен вакцинациленни пирки справка пулмасан билетсене каялла тавăрса пама йĕрке хатĕрлĕҫ. Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă республика Пуҫлăхĕ.

«Ҫитес эрне кун мĕнпур ыйтусене тепĕр хут пăхса тухса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварăпăр», тесе каланă Олег Николаев. «Эпир ирĕксĕр йышăнатпăр, хăш-пĕр хушма чарусене. Халăх йĕрке пăсни сисĕнет.  Енчен те ҫынсем тӳлевсĕр вакцинациленесшĕн мар пулсан, ытти майсем шырама тивет. Халăх хушшинче усал чире сарма никамăн та ирĕк ҫук. Пурин те ҫакна лайăх пĕлсе тăмалла», тесе каланă вăл.   Республикăри Сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсем йĕркелесшĕн. Унта кăшăл вирус амакĕпе чирлекенсене сыватма хăтлă условисем тăвасшăн.  



24 сентября 2021
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter