Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Воспитатель тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ĕҫлекенсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ воспитательсем: ача  сачĕсен ĕҫченĕсем тата шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ панă ветерансем!

Сире професси уявĕпе - Воспитатель тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ĕҫлекенсен кунĕпе - саламлатăп.

Эсир общество аталанăвне тата ҫамрăк ăрăва воспитани парас ĕҫе пысăк тӳпе хыватăр.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ парасси  - мĕн пур вĕрентӳ тытăмĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Воспитатель пуласси  - чыс тата калама ҫук пысăк яваплăх. Чăваш Енри садиксенче ултă пин ытла педагог вăй хурать. Вĕсем кашни ачапа тимлĕ пулма тăрăшаҫҫĕ, вĕсене сывлăхлă ӳсме, аталанма пулăшаҫҫĕ. Сирĕн професси ăсталăхне пула кашни ача пурнăҫра харпăр вырăнне тупать, хăйĕн вăй-халне, ăс-хакăлне, кăмăл-сипетне аталантарать, нумай ыррине ăса хывать.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ парассине пысăк тимлĕх уйăратпăр: ҫĕнĕ садиксем тăватпăр, пуррисене ҫĕнететпĕр, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне ҫирĕплететпĕр. Кăҫал кăна 1760 вырăнлăх тăхăр ҫĕнĕ ача сачĕ хута каймалла, вăтăр улттăшне ҫĕнетмелле. Ачасен пултарулăхне аталантарас, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ педагогика практикисене ăса хыватпăр.

Шкулчченхи учрежденисен хисеплĕ ĕҫченĕсем! Сире сăваплă ĕҫĕршĕн, профессие юратнишĕн тата парăннишĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан шăпăрлансене тата вĕсен ашшĕ-амăшне чун ăшшине парнеленишĕн чунтан тав тăватăп! Ҫирĕп сывлăх, телей, ăнăҫу, хавхаланупа ырă малашлăх, ҫывăх ҫыннăрсене тăнăҫлăх тата ăшăлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                       Олег Николаев



27 сентября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter