Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Наци кросĕ - 2021" чупӑва хутшӑннӑ

Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Наци кросĕ - 2021" чупӑва хутшӑннӑ

Авăн  уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăри районсемпе хуласенче Пĕтĕм Раҫҫейри «Наци кросĕ» чупу иртнĕ, вăл Чăваш Ен тĕп хулишĕн те пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ пулса тăнă, кăҫалхипе вун саккăрмĕш хут иртнĕ.  

Чупăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, спорт министрĕ Василий Петров, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшăннă.   

Уява тĕрлĕ ҫулсенчи ҫынсем хутшăннă, спорта кăмăл тăвакансем хастаррăн старта тухнă 1,2 тата 3 ҫухрăма парăнтарнă.

Ҫĕршывра кăшăл вирус алхаснине тĕпе хурса, кăҫал спорт уявĕн форматне кăштах тӳрлетӳсем кĕртнĕ. Кун пек ĕҫе йĕркелеме оперативлă штабăн ларăвĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ.  

Чăваш Республикин Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, спорт уявĕнче мĕнпур йĕркесене ҫирĕп пăхăннă, ПЦР-тест пуррисем кăна чупăва тухнă.    



27 сентября 2021
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter