Чӑваш Енре професси хатӗрленӗвӗн пӗрремӗш Центрӗ уҫӑлчӗ

Чӑваш Енре професси хатӗрленӗвӗн пӗрремӗш Центрӗ уҫӑлчӗ

  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕнĕ йышши платформа вĕренӳ сферипе ĕҫ рынокне шайлаштарса пыма витĕм кӳрессе каланă. «Ҫак инструмент республика пĕлтерĕшлĕ, универсиаллă теме те юрать.   Вăл ĕҫпе тивĕҫтерекенсемпе ахаль ҫынсемшĕн, вĕренӳ тытăмĕшĕн, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансемшĕн те питĕ кăсăклă тата усăллă», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Республикăра пуҫласа ҫакăн йышши центăра «Вĕренӳ» наци проектне тĕпе хурса Ҫĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн бази ҫумĕнче йĕркелесе янă.   

Пуласлăхра чи кирлĕ компетенцисене суйласа илме май парать асăннă тытăм, вĕренӳ программисене те хатĕрлеме пулăшĕ.  Центр вĕрентӳ пайне хастар хутшăнма шантарать, ҫамрăксене анчах мар, аслă ҫултисене валли те тĕрлĕ вĕренӳ пайне ăнкарма  май парĕ.  

Центр ĕҫне кӳлĕннисене активлă ĕҫлеме чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  Май килнĕ таран мĕнпур мероприятисене хутшăнма хатĕррине хыпарланă вăл.  «Проект пĕр тикĕс лайăх аталанса пурнăҫа кĕрсе пыни пĕлтерĕшлĕ.  Тĕрлĕ ҫĕнĕлĕхсене пирĕн туххăмрах ăша хывма вĕренсе пымалла, аталану ҫул-йĕрне тытса пымалла.  Ĕҫ рынокĕнче, обществăра кулленех кĕрсе пыракан ҫĕнĕлĕхсене тарăн тишкерсе, вĕсене тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренме тăрăшмалла.  Пĕр чарăнми вĕрентӳ процессне йĕркелесе пырасси те – тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ вăл.

Паянхи пурнăҫра килĕ профессисене алла илме пулăшĕҫ профессионалсем.  Пысăк хăвăртлăхпа вĕрентекен программăсем чăнласах та, ҫав тери кăсăклă пуласса шанатпăр, Ворлдскиллс стандартне те пăхăнасси куҫ кĕретех.  Центр ĕҫне хутшăнакансене валли пĕтĕмпех хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă, хальхи пурнăҫпа тӳр килекен хатĕрсене ҫителĕклĕ вырнаҫтарнă.

ЦОПП – социаллă пĕлтерĕшлĕ проект.  Паян кунта ĕҫлемен ҫынсем ĕҫе кӳлĕнме пултараҫҫĕ. 50 ҫултан иртмен мĕнпур ҫын тарăн пĕлӳ илсе хăйсен тавра курăмлăхне анлăлатма пултарĕ.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче центра шкул ачисем те ҫӳреме пултарнине, вĕсен те хăйсен пĕрремĕш профессине алла илме шанăҫ пуррине асăннă.    «Паян кунта виҫĕ модуль вăя кĕнĕ. Вĕренӳ ҫулĕнче список анлăлансах пыма пултарать. Предприятисем ыйтса ҫырсан, вĕсене валли тивĕҫлĕ специалистсем хатĕрлесе кăларма тĕрлĕ условисем пур», тесе палăртнă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   

Центра хута яма федераци хыснинчен 20 млн тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен пурĕ 200 пин куҫарса панă.  

2024 ҫулта Канашра республикăри иккĕмĕш центр ĕҫлеме пуҫлĕ, пĕтĕмпе Раҫҫейре 2024-мĕш ҫул тĕлне 100 центр хута кайĕ.  Паянхи цент ҫĕршыври вăтăр саккăрмĕш пулать.  



28 сентября 2021
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter