Чӑваш Енре "Демографи" наци проекчĕпе килĕшӳлĕн федераци проекчӗн шайӗнче вӗреннӗ граждансене дипломсем парса чысланă

Чӑваш Енре "Демографи" наци проекчĕпе килĕшӳлĕн федераци проекчӗн шайӗнче вӗреннӗ граждансене дипломсем парса чысланă

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ патшалăх программин пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă.  Ачаллă хĕрарăмсене, ĕҫсĕр тăрса юлнисене, 50 ҫултан иртсе кайнисене хушма професси пĕлĕвне илме витĕм кӳрет.  Кун пирки тĕплĕн палăртса каланă вăл.  Ҫĕнĕ ĕҫе суйласа илме те меллĕ, тепĕр тесен бизнес ĕҫне кӳлĕнесси те часах.  

«Чăваш Ен тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕ   пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ. Регионта кадрсемпе тивĕҫтерес ыйтăва туллин пурнăҫлаҫҫĕ.  Уйрăмах пуласлăхра кирлĕ профессисене алла илме витĕм кӳреҫҫĕ ҫӳлерех палăртнă вĕрентӳ учрежденийĕнче», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Специалистсем тарăн пĕлӳ илсен, вĕсен ĕҫĕ те пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра пулса пырать. Регион экономикине витĕм кӳни те куҫ кĕретех.  Ăнсăртран мар пулĕ калаҫҫĕ халăхра: «Кадрсем пĕтĕмпех ыйтăва татса параҫҫĕ», - тесе.  Ҫак ăнлавăн пĕлтерĕшĕ нихăҫан та ҫухалмĕ.  Пире паха специалистсем яланах кирлĕ.  Хамăрăн ăва лартнă тĕллевсене вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра татса парас тесессĕн, тарăн пĕлӳ пулни тĕп вырăн йышăнать», - тесе хушса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе  яваплăха туйса  пурнăҫласа пырсан, ҫитĕнӳсем те пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ.

Ĕҫпе тивĕҫтерес  федераци проектне 2021 ҫулта пуш уйăхĕнче пурнҫа кĕртме тытăннă, вăл 2024-мĕш ҫулчченех пурнăҫланĕ.  РАНХиГС ҫак асăннă проектпа лайăх ĕҫлет, паянхи рынокра кирлĕ специальноҫсене алла илме витĕм кӳрет.  Кунта вĕренекенсем тӳлевсĕрех тарăн пĕлӳ илеҫҫĕ.

Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, халăха вĕренсе пырассипе Раҫҫей Федерацийĕн Ĕҫлев министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Республики ыттисемпе танлаштарсан тĕслĕхре, виҫҫĕмĕш вырăнта тăрать.



29 сентября 2021
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter