Чăваш Республикинче промышленноҫ  продукцийĕн саккунсăр ҫаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикинче промышленноҫ  продукцийĕн саккунсăр ҫаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

«Ку тытăм уйрăмах пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ» - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Чăваш Республикинче промышленноҫ  продукцийĕн саккунсăр ҫаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.  Кун йĕркинчи тĕп  калаҫу -  апат-çимĕçпе çыхăннă ыйтусем.

 «Енчен те строительство пайĕнчи пек, яваплăха туйса ĕҫлеменнисен реестрне туса хатĕрлесен, тен йĕрке пăсакансен йышĕ чакĕ, ĕҫ хучĕ витĕмлĕ пулса тăрасси куҫ кĕретех пулĕ.  Чăнласах ĕҫлеҫҫĕ пулсан, вăл реестра лекессинчен асăрханĕҫ, йĕре пăсмĕҫ», - тесе каланă Пуҫлăх.    

Апат-ҫимĕҫ таварĕсене уйрăмах питĕ тимлĕх уйăрмалла, пахалăх тени малти вырăна тухмалла,  тавара усă курма юрани ҫинчен палăртнă тапхăра ҫирĕп пăхăнмалла. Предприятисем тавар тирпейлесе кăларсан, вĕсен срокне те палăртаҫҫĕ, апла пулсан, йĕркене пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар.  

«Метро Кэш энд Керри» ТМЯО, «Чебоксарская макаронно-кондитерская фабрика «Вавилон» ТМЯО, «Большесундырское райпо» ТМЯО, «Яльчикский коопторг» ТМЯО, «Янтиковский  кооператив» ПО суту-илӳ организацийĕсем йĕркесене пăхăнманнине тупса палăртнă ятарлă служба ĕҫченĕсем.  Тепре чухне предприятисен ячĕсем таварсем ҫинче чăннине тӳр килменни те сисĕнкелет.  Калăпăр, сыр таврашне суткаланă чухне те пулкаланă кун евĕр тĕслĕхсем теҫҫĕ специалистсем. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Тарифсен Патшалăх службине мĕнпур ыйтусемпе тĕрĕслевсен ҫирĕп йĕркине хатĕрлеме сĕннĕ,  кирек-епле пăтăрмаха та тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарма каланă.  

Чăваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин таварсен сертификачĕ пирки чарăнса тăнă. «Кăҫал 8 уйăх хушшинче  предприятисене пурĕ те 10 сертификат ҫеҫ панă. Ку енĕпе ĕҫе ҫивĕчлетмеле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Хăйсен ирĕкĕпе сертификат илес текенсен йышĕ пĕчĕк пулни сисĕнкелет. Апла пулсан, ку тытăма йĕркелесе пурнăҫа кĕртессипе хастартарах ĕҫлеме, ятарлă йышăну тума чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Предприятисем, хăшĕсем сертификата илме кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, вĕсене хавхалантарма кирлĕ пек хушма условисем пăхса хăварсан та аван пулĕччĕ тенĕ вĕсем. 

Тĕрлĕ  тавара суйса хатĕрлени, контрафактпа суррогата сутлăха кăларни çынсен сывлăхне хăрушлăх кӳнисĕр пуçне регион экономикине те сиенлет, çавăнпа та тивĕçлĕ тытăмсен тимлĕхе çухатма юрамасть - çапларах пулнă канашлури калаçу пĕтĕмлетĕвĕ.

 



30 сентября 2021
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter