«Токиора спорт ăмăртăвĕсене хутшăннисемпе эпир мăнаҫланатпăр», - тесе каланă Олег Николаев
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Токиора Олимп тата Паралимпиада вăййисене хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.
Тăван ҫĕре килсе ҫитнĕ яшсемпе хĕрсене саламланă, тĕнчери чи пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса ҫитĕнӳсем тунăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.
Кăҫал ăмăртусене Чăваш Енрен 9 спортсмен хутшăннă. Хăшĕсем пуҫласа ҫакăн йышши мероприятисенче пулнă.
Тăван ене Чăваш Енри икĕ хĕрупраҫ медальпе таврăннă. Шăчăпа ҫӳллĕшне сикессипе Анжелика Сидорова кĕмĕл медале тивĕҫнĕ, 100 метр тăршшĕне чупассипе кĕмĕл медале Елена Иванова ҫĕнсе илнĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пирĕн ентешĕмĕрсем пысăк спортсене хутшăнса ҫитĕнӳсемпе таврăнни – ҫитĕнекен ăрăва спорта юратма хавхалантарнине палăртнă. «Пирĕн умри тĕллевсем пысăк – 2030 ҫулсем тĕлне сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансен, спорта ҫӳрекенсен йышĕ мĕнпур халăхран 70 проценчĕ пулмалла. Кашни спортсмен хăйне евĕр ҫăлтăр пулса тăрать. Ачасем мĕн пĕчĕкрен аслисене курса, вĕсем пек пулма тăрăшаҫҫĕ, ăсталăха туптаса, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлаҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.
«Республика Правительстви халăх хушшинче ытларах та ытларах спорта сарас тесе комплекслă ĕҫсем йĕркелесе пырать. Инфратытăм ҫĕнелет, спорт хатĕрĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан хăтлă условисем йĕркеленеҫҫĕ. Паянхи куна «Атăл» стадиона реконструкцилеҫҫĕ. Ку объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарассине халăх вуншар ҫул ĕнтĕ кĕтнĕ. Кунсăр пуҫне ытти спорт объекчĕсем те ҫĕнелеҫҫĕ. Тĕрлĕ ҫултисене валли мĕнпур спорт условийĕсем хатĕр. Апла пулсан, хамăр енчен, спорта хисеплеме тăрăшмалла, май килнĕ таран сывлăха упрама май паракан мероприятисене хутшăнса, пурнăҫ тăршшĕне тăсма пикенмелле», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Спорт учрежденийĕсем ҫĕнелсе пыни куҫ кĕретех. Хисепе тивĕҫнисене, спортра пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫать. 2021 ҫулта спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене укҫан парса хавхалантармалли пулăшу виҫи виҫĕ хут та ӳснĕ. Кунсăр пуҫне ытти тĕревсем те пур, спорт мероприятисене йĕркелесси, апатлану условийĕсем те тĕпрен ҫĕнелнĕ. Раҫҫей пĕрлештернĕ ушкăнĕнчи спортсменсене уйăхсерен парса хавхалантармалли укҫа виҫи 5,5 пинрен пуҫласа 25 пин таран ҫитнĕ. «Стипенди самай пысăк пулăшу», – тесе пĕрре мар ҫирĕплетеҫҫĕ спортсменсем.
Кĕскен пĕлме: Республикăра спорт енĕпе резерв хатĕрлеме мĕнпур муниципалитетсенче пĕтĕмпе 53 организаци тăрăшать, вĕсем яш-кĕрĕме спортăн 52 енĕпе ăсталăха туптама витĕм кӳреҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисенче пĕтĕмпе 273 спортсмен кĕнĕ, 2020 ҫулта 18 спортсмен Раҫҫей спорт мастерĕ ятне тивĕҫнĕ.