Медаль эскизне суйланă

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа кăçал 80 çул çитет. Çавна май пирĕн республикăра медаль çирĕплетме йышăннăччĕ.

Аса илтерер: медаль эскизне палăртма конкурс ирттерчĕç. Унта 11 ĕç тăратнă. Вĕсене геральдика тата фалеристика правилисене пăхăнса хатĕрлеме тивнĕ. Чи сумлă та тивĕç ĕç тесе жюри членĕсем Раççей Федерацийĕн халăх художникĕ Геннадий Правотворов хатĕрленине суйласа илнĕ. Эскиза Раççей Президенчĕ çумĕнчи Геральдика канашне пăхса тухма ярса панă.

www.hypar.ru

 



25 января 2021
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter