Цифра трансформацийĕ кашнинех улшăнма хистет

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ертсе пынипе эрнекун Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура республикăн цифра трансформацийĕн планĕсене тишкерчĕç.

Цифра аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина палăртнă тăрăх, пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, цифра технолгийĕсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Çак улшăнусене йышăнмашкăн хатĕр пулмалла. Çавăнпа ĕнтĕ патшалăх служащийĕсен вĕренĕвне йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Цифра технологийĕсем вара патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кристина Андреевна çакна пĕлтĕр Президент пуçарнипе 16 çулчченхи кашни ачашăн 10-шар пин тенкĕ тÿленĕ тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ. Граждансем пĕрре заявлени çырнă та – ытти пĕтĕмпех хайхи цифра трансформацийĕн ĕçĕн кăтартăвĕ.

Вĕренÿ тенĕрен, чиновниксем ячĕшĕн вĕренни тивĕçтермĕ — тестсем йĕркелесе хăйне евĕр экзамен та тыттарĕç. Дмитрий Краснов асăрхаттарчĕ: «Пуçлăхсем хăйсен вырăнне тестсене урăх çынсене çыртарни вырăнсăр — ку пурпĕр çиеле тухĕ». Авăн уйăхĕ тĕлне вара республикăн цифра трансформацийĕн стратегине хатĕрлемелле. Малтан кашни министерство хăйĕн планне хатĕрлĕ — ку ĕçе тăсса яма юрамасть.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

 



25 января 2021
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter