Чӑваш Енре алӑк тӑвакансен тата сӗтел-пукан фасачӗсен кластерӗ уҫӑлĕ

В Чувашии появится кластер производителей дверей и мебельных фасадов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă, производствăра усă курăнакан алăксене калăплассипе ĕҫлекен кластера хута ярасси пирки ыйтупа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.Тĕлпулăва предприятисен ертӳҫисем, ятарлă тытăмпа ĕҫлекен хăш-пĕр организацисен пуҫлăхĕсем пуҫтарăннă.

«Эсир кирлĕ пек тытăм йĕркеленĕ.  Алăксем хатĕрлессипе курăмлă ĕҫлеме палăртнă.  Сирĕн таварсемпе хамăрăн республикăра анчах мар, ытти регионсенче те усă кураҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Паянхи куна илес пулсан, республикăра алăксем калăплассипе 25 ытла пысăк предприяти ĕҫлет.  Раҫҫей рынокĕнче пирĕн таварсен калăпăшĕ 10 процент йышăнать.

«Тата та ытларах рынокра вырăн йышăнас тесессĕн, пĕрле пухăнса ĕҫлеме тăрăшмалла.  Енчен те кун пек ĕҫлесен хăватлăрах вăй илсе пыма майсем пулĕҫ.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăласси куҫ кĕретех пуласси никама та иккĕлентермĕ», - палăртнă вăл.   

Чăваш Ен Правительстви яланах предприятисене аталанса пыма  витĕм кӳме хатĕр.  Чăваш Республикин промышленноҫ министрĕ Евгений Герасимов хăйĕн сăмахĕнче, енчен те предприятисем производство валли тĕрлĕ ĕҫ хатĕрĕсем илсе тăкакланаҫҫĕ пулсан, вĕсене саплаштарма пулăшу пулассине хыпарланă.

Енчен те предприятисене пĕр чăмăра пухса пĕрлештерсе тулли кластер йĕркелесе ярсан, тавар калăпăшне 4,7 млрд тенкĕллĕх калăплама май пуласса, 2025 ҫулсем тĕлне 15 млрд ҫитерме условисем йĕркеленесси паллă тенĕ министр.  

Предприяти ертӳҫисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пуҫарăвне ырланă.   

«Алăксем калăплассипе Чăваш Ен 3-мĕш вырăнта тăрать.  Ҫулталăкне миллион ытла алăк пуҫтараҫҫĕ. Ҫитменлĕхсем те ҫук мар. Кадр ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăрать. Специалистсене кулленех тĕпрен вĕрентсе пыма тивет.  Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма тĕрлĕ куравсем йĕркелени витĕм кӳреҫҫĕ», -  тенĕ вăл.  Юнашар ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлес кăмăл пысăк предприяти ертӳҫисен.  «Кластер квалификацилĕ кадрсене хатĕрлеме пулăшĕ», -  тенĕ «Гармония» ТМЯО директорĕ Сергей Порфирьев.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  палăртнă кун «Леспром-2000» тата «Фабрика ДВЕРИЯ» предприятисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕсемпе те тĕплĕнрех паллашнă.

«Гармония» ТМЯО директорĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра тата туллин усă курнине пĕлтернĕ,  республика Правительствине, Олег Николаева тав тунă. «Пире ҫăмăллăх кредичĕсене илме ансат пулчĕ. Унпа эпир  туллин усă куртăмăр», - тесе пĕлтернĕ предприяти ертӳҫи республика Пуҫлăхне.    



25 января 2021
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter