Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Студентсен кунĕпе саламлани
Хаклă туссем!
Сире Студентсен кунĕпе саламлатăп!
Студентсем - республикăн ăс-хакăл тата пултарулăх шăнăрĕ. Эпир хамăрăн мал ĕмĕтлĕ, талантлă, пуҫаруллă, хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăракан хĕрсемпе тата каччăсемпе мухтанатпăр, мăнаҫланатпăр. Эсир наукăра, спортра, пултарулăхра пысăк ҫитĕнӳсем тăватăр, общество тата ыр кăмăллăх ĕҫне хастар хутшăнатăр.
Кашнин ҫитĕнĕвĕ, ҫĕнтерĕвĕ Чăваш Ен ăнăҫăвĕ, республикăн малашнехи аталанăвĕн ҫирĕп никĕсĕ пулса тăрать.
Эпир кашнине тивĕҫлĕ пĕлӳ илме тата професси суйлама, тĕрлĕ сферăра пултарулăхне аталантарма майсем туса парассишĕн ҫамрăксен политикине лайăхлатса пыратпăр. «Ертӳҫĕсен команди» тата «Ҫамрăк лидерсен команди» конкурссем йĕркелетпĕр, лайăххисен йышĕнче чи лайăххисене палăртатпăр.
Сирĕн ĕмĕт-тĕллевĕр пурнăҫланса пытăр! Сире ҫирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев