Студентсем аудиторире вӗренме тытӑнӗҫ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвне улшӑну кӗртнӗ. Республикӑра «санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине кура» аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнче улшӑну пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, студентсем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренме пӑрахӗҫ.

Аса илтерер: хӗрсемпе каччӑсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗреннӗччӗ. Ҫакна та палӑртар: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран вакцина кӳрсе килнӗччӗ, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти илсе килӗҫ.

 



https://www.chuvash.org/news/27638.html
25 января 2021
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter