Дежурствăра — студентсем

Чăваш Республикинчи аслă шкул студенчĕсем 4 кун йĕрке хуралĕнче тимленĕ. 18 хĕрпе каччă патрульпе пост службин сотрудникĕсемпе, ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле дежурствăна тухнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ.

Паян ЧР ШĔМĕнче «Студентсен десанчĕ» акцие пĕтĕмлетрĕç. Унта хутшăннă пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа министрăн заместителĕ Сергей Белоконь саламларĕ. Сергей Викторович палăртнă тăрăх, акцие полицейскисен ĕçĕпе паллаштарма йĕркеленĕ. Студентсем экспертизăпа криминалистика центрĕнче, кинологи службинче, нарядсемпе ĕçлекен центрта пулнă. Шупашкар урамĕсенче 2500 видеокамера вырнаçнă. Вĕсен пулăшăвĕпе вырăна çитмесĕрех мĕн пулса иртнине курма, преступление сирме пулать. Çамрăксем кун пирки тавçăрман.

Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренекен Марианна Яковлева акцие йĕркелекенсене тав турĕ. Студентка ытти тытăмăн ĕçĕпе паллашасшăн, обществăшăн усăллă пуласшăн. 2014 çулта «Студентсен десанчĕ» акцие хутшăннă Ольга Степанова та «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ. Халĕ следовательте ĕçлет. «Çыхăнăва ан татăр, пуçарулăх кăтартăр», — сĕнÿ пачĕ вăл.

www.hypar.ru 

 



25 января 2021
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter