Ялти культура ҫурчӗсен пĕр евĕр проекчӗсем вӑхӑта тата укҫана перекетлеме май параҫҫӗ
Чăваш Енре ялти клубсене тума пĕр пек ятарлă проектсем хатĕрлеме палăртаҫҫĕ. Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Ун чухне шăпах та, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова кун пирки пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра муниципалитетсем проектпа смета ĕҫ хучĕсене хатĕреҫҫĕ. Документа экспертиза кăларма ҫĕршер пин ытла укҫа тăкакланать. Ĕҫе тытăннă тапхăрта сахал мар тӳрлетӳсем тума та тивет. Енчен те проектсем пĕр пек пулсан, вĕсене тĕрĕслев витĕр кăларас вăхăт кĕскелет, тăкакĕ те пĕчĕкленĕ тенĕ министр. Планеркăра Светлана Каликова ҫулталăкри ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, 2024-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен, Стратеги аталанăвĕн ҫул-йĕрне тĕплĕн ăнлантарса панă. Пандеми нумай чăрмав кăларса тăратнă пулин те тĕрлĕ мероприяти çак тапхăрта та иртнĕ - культура сфери ĕçсĕр ларман. Çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура культура министрĕ Светлана Каликова палăртнă.
Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Кристина Майнина патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе Патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илесси меллĕрех пулни çинчен граждансене ăнлантарас ыйтупа сăмах илнĕ. Пулăшу ĕçĕсен пысăк пайне электрон мел çине куçарнă ĕнтĕ. Ку список анлăлансах пырĕ, кăçал тата 25 пулăшу ĕçне «цифрăлама» палăртнă. Республикăра паян ку пулăшусемпе ĕçлекен вун-вун центр ĕçлет - усă крмашкăн чăрмав çук. Пĕлтĕр вĕсем 2,5 миллин пулăшу кӳнĕ. Çак шутра ытларах - врачсем патне йышăнăва çырăнасси (1,5 миллион тĕслĕх), ĕç тупмашкăн пулăшу тата 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тӳлев ыйтни.
Хальлĕхе, Кристина Андреевна палăртнă тăрăх, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон майпа тивĕçтерессипе республикăра пурăнакансен 75% усă курать. Ку, ун шучĕпе, чикĕ мар, хăш-пĕр регионта çак виçе 100% та çитнĕ ĕнтĕ, апла тăк пирĕн те ĕçлемелли пур-ха тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.
Ку хутĕнче канашлăва пуҫтарăннисем килти чĕр чунсене усрамалли, хуçасăр пурăнаканнисене валли ятарлă приютсем йĕркелесе яма ыйту тăратнă. Кун пек условисене Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Ҫĕмĕрлере, Улатăр районĕнче хута ярасшăн. Ку тытăма вара Патшалăх ветеринари служби тĕрĕслесе тăрĕ. Урамра сулланса ҫӳрекен йытăсем кулленех нумайлансах пыраҫҫĕ. Кун пирки халăх та пĕрре мар ыйту тăратнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуçасăр чĕр чунсемпе мĕнле ĕçлени пирки тĕплĕнрех тишкернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче ыйту чăнласах та питĕ актуаллă тесе палăртнă. Ун шучĕпе, приютсем тăвассине районсем хăйсем тĕллĕн татса параймĕç. Республика бюджечĕн укçипе туни шанчăклăрах. Проектсене экспертиза кăлармалла, каярах вара объектсене те хута яма пулассине асăннă вице-премьер. Нормативлă ĕҫ хучĕсене пăхăнса, бюджета патшалăх программи валли укҫа пăхса хăвармалла, ун чухне тин вара пулăшăва куҫарма пулĕ муниципалитетсене», - тенĕ Михаил Ноздряков. Приют тенĕрен, Канаш администрацийĕ хулари пушă пĕр çуртпа усă курма сĕнет - шăпах меллĕ пулĕ. Михаил Ноздряков та ку шухăша ырланă: «Пирĕн хуçасăр, пушă янăраса ларакан ăнланмалла мар объект пайтах - вĕсене пăхмалла, усă курмалли майсене тишкермелле. Ку ыйтăва тĕплĕ пуçăнса яланлăхах татса памалла».
Ҫитес вăхăтра муниципалитетсен ертӳҫисемпе асăннă ыйтăва тарăнрах пăхса тухма тĕллев лартнă.